Понедельник, 15 августа, 2022   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Палăк уçас кăмăллă

Палăк уçас кăмăллă

1979 çулхи декабрĕн 25-мĕшĕнче пирĕн çарсене пуçласа Афган çĕрĕ çине илсе кĕртнĕренпе кăçал 39 çул çитрĕ.

Çак вăрçă 1979 çулхи декабрĕн 25-мĕшĕнчен пуçласа 1989 çулхи февралĕн 15-мĕшĕччен пынă. Хирĕç тăрура 14 пин ытла Совет салтакĕпе офицерĕ вилнĕ. Афган вăрçинче Чăваш Енри 4,5 пин çамрăк пулнă,115 çын вилнĕ, 4 çын хыпарсăр çухалнă. Чылайăшĕ инвалид пулса таврăннă. Елчĕк районĕнчен çак вăрçа 300 ытла çамрăк хутшăннă. Виççĕн – Юрий Геннадьевич Борисов /Елчĕк/, Анатолий Митрофанович Патшин /Аслă Елчĕк/, Юрий Петрович Григорьев /Кивĕ Эйпеç/ пуçĕсене хунă.

Çак паллă куна халалласа «Раççей ветеранĕсен пĕрлешĕвĕн» Елчĕк районĕнчи пĕрлешĕвĕн тата Афганистан вăрçин инваличĕсен районти уйрăмĕн членĕсем тĕл пулу йĕркеленĕ, кăçал туса ирттернĕ ĕçсене пĕтĕмлетсе çитес çулхи мероприятисен планне çирĕплетнĕ. 2019 çулхи февралĕн 15-мĕшĕнче Совет салтакĕсене Афган çĕрĕ çинчен илсе тухнăранпа 30 çул çитет, çавна май паллă куна тĕплĕн хатĕрленсе ирттересси ветеран-афганецсен тĕп ĕçĕсенчен пĕри пулса тăрать.

2019 çулта районти афганецсем Афган тата Чечен вăрçисенче пуçĕсене хунă ентешĕмĕрсене асăнса палăк уçас кăмăллă. Çÿлерех асăннă пĕрлешÿсен ертÿçи Петр Анисимов кашнинех уяв ячĕпе ăшшăн саламланă май палăк уçас ĕçре пулăшу аллине тăсма хатĕррисене Раççей Перекет банкĕн уйрăмĕнче уçнă 40817810711140001659 счет çине укçа-тенкĕ куçарма май пуррине пĕлтерет.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code