Пятница, 6 декабря, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Илеме чунпа туякан Санька

Илеме чунпа туякан Санька

Раштав уйăхĕн вĕçĕнчи пĕр илемлĕ кун Шăмалак ялĕн асамлăхĕпе киленсе чун-чĕре савăнăçпа, ырăлăхпа тулчĕ. Ытла та хитре те илĕртÿллĕ кунти тавралăх. Ĕçчен те пултаруллă çынсем пурăннипе мухтанмалăх та пур. Вăрман çумĕнчех вырнаçнă Упи кассине çитнĕрен чи малтанах укăлча хĕрринчи çатан картасем куç тĕлне пулчĕç. Яла Патăрьел районĕнчен пырса кĕнине пĕлтерекен хăйне евĕрлĕ илемлĕх, аваллăх пытарăннă вĕсенче. Ăна укăлча хĕрринче пурăнакан Александр Чернов ăсталанă. Шăпах унпа çывăхрах паллашма килсе çитнĕ те эпир ку тăрăха.

Капмар та пысăк кирпĕч пÿрт умне чарăнсанах кунта типтерлĕ хуçа пурăннине туйса илетĕн. Çурт умĕнчен 5-6 метрта вăрман кашласа ларать. Хальхинче унăн шавлă сассине итлемех тÿр килмерĕ, йывăçсем шап-шурă тум тăхăннă та йывăррăн ăна йăтса лараççĕ – шарламаççĕ. Картишĕнче те чăх-чĕп хупмалли хÿмесене йывăç вуллисенчен туса хунă. Алăксен хăлăпĕсем те юман туратĕнчен.

– Эпир çурт лартнă чухне лавккара стройматериал пулман. Ваучерсене сутса кирпĕч туяннине, пÿрт ĕçлеттерсе платниксене 4 миллион тенкĕ панине епле манайăн. Иртнĕ ĕмĕрĕн тăхăрвуннăмĕш çулĕсенче ял çыннине стройкăпа аппаланма çав тери йывăрччĕ, çавăнпах ытларах мĕн пуррине ĕçе кĕртнĕ. Унтанпа вăхăт чылай иртрĕ пулин те хăлăпсене улăштармарăмăр. Вăхăт иртнĕ май хăйне евĕрлĕ илемлĕх кÿреççĕ вĕсем, – тет кил хуçи пире тĕпелелле иртме сĕнсе.

Александр Петровича тахçанах паллатăп-ха, анчах вĕсем патĕнче пуçласа пулса куртăм. Чăвашсен ырă йăлине тĕпе хурса вăл инçетрен килекенсене чи малтанах сĕтел хушшине лартрĕ, пылпа вĕри чей ĕçтерчĕ, прополисран хатĕрленĕ настойкине тутанма сĕнчĕ. Пурте сĕтел хушшине вырнаçиччен кил хуçи кĕлĕ вуларĕ. Унтан шăкăл-шăкăл калаçу чылайччен тăсăлчĕ.

Йышлă çемьере çитĕннĕ Санька мĕн пĕчĕкрен ĕçе хăнăхса ÿснĕ. Амăшĕ фермăра вăй хунăран пĕр тăвансене воспитани парасси ытларах асламăшĕ çине тиеннĕ. Вăл Санькана 4 класра чухнех чуста çăрма вĕрентнĕ. Ватă ял, Черновсен йăх-несĕл историйĕсене каласа панине, аслисем улах сăри ĕçнине, унта вăйăсем выляса юрă-такмак каланине Санька хăлха тăратса итленĕ, хĕр упраçпа яш-кĕрĕм çи-пуçĕн илемĕпе киленнĕ. Асламăшĕпе аслашшĕ краççын çутипе кĕнеке вуланине курса ÿснĕрен вăл та вĕсен ырă тĕслĕхне ăша хывнă, тăтăшах библиотекăна чупнă. Сăмах май каласан, хут пĕлменлĕхе пĕтерес тĕллевпе хăй вăхăтĕнче Санькан аслашшĕне /Тÿскел çамрăкне/ Шăмалак тăрăхне янă. Кунта вăл ял хĕрĕпе туслашнă та çемье çавăрса вăрман тăрăхне пурăнма юлнă.

Шкулта та Александр Чернов ытларах чăваш чĕлхипе литературине кăмăлланă. Вăл В.Диаровăпа Р.Львова вĕрентекенсене ырăпа аса илет. Вĕсем шкул ачисене чăваш спектаклĕсем ларттарнă, концертсене хутшăнтарнă. Санька та спектакльсенче вылянă.

Ялти шкулта сакăр класс пĕтернĕ арçын ача вăтам пĕлÿ илес тесе Патăрьел районĕнчи Алманчăна утнă. Пĕринче, тăххăрмĕш класра вĕреннĕ чухне, Санька Алманчăн лавккине кĕнĕ. Унта йĕтĕн пир сутнине асăрханă. Арçын ачан та ăна туянас килнĕ.

– Хальхи пек астăватăп, пусман пĕр метрĕ 1 тенкĕ те 30 пус тăратчĕ. Хăвăртрах киле чупса çитрĕм те аннерен укçа ыйтатăп. «Манăн укçа çук», – терĕ вăл. Çак сăмахсене илтнĕ асанне саппун айĕнчи кĕсйинчен 4 тенкĕ кăларса пачĕ. Вара каялла, тăхăр çухрăм пулнине пăхмасăр, лавккана чуптартăм, 3 метр пусма туянса килтĕм, – тет Александр Петрович ачалăха аса илнĕ май кăвак куçĕсене асамлăн çиçтерсе.

Телейне нимпе виçеймен арçын ача каллех асламăшĕнчен пулăшу ыйтнă. Кăмака кукринче аппаланакан ăш пиллĕ хĕрарăм мăнукне тĕрĕ, çипсем тупса панă, кашни çиппе пĕрчĕн-пĕрчĕн суйласа канвасăр тĕрлеме хăнăхтарнă. Çав кунхинех Санька хăйне валли кĕпе тĕрлеме пуçланă. Пилĕк кунтан вăл шкула чăваш тĕрриллĕ кĕпе тăхăнса утнă. Шкул ачин ĕçĕнчен пурте тĕлĕннĕ. Кăшт вăхăт иртсенех вăл çĕвĕ машинипе çĕлеме вĕреннĕ. Пĕрремĕш кĕпине вара алăпах çĕлесе тăхăннă-ха вăл. Çав çулхинех амăшĕн кивĕ Чăваш кĕпин аркисене касса, çĕлесе Çĕнĕ çул Бал-Маскарадне паранджа тăхăнса кайма та ÿркенмен.

Алла аттестат илсен А.Чернов Саранскри кооператив техникумне вĕренме кĕнĕ. Унта икĕ çул вĕреннĕ каччăна салтака илсе кайнă. Туркменире службăра тăнă вăхăтра хăй алла илсе пĕтереймен профессипе – шеф-поварта тăрăшнă. Пултаруллă чăваш каччине кунтах юлма ыйтнăран тата вунă çул çар тивĕçне пурнăçланă. Çак çулсенче те алăран йĕппе çип яман прапорщик. Чăваш тĕрриллĕ кĕпесене хапăл тусах туянакансем те тупăннă, чылай çынна парнеленĕ. Унăн тĕррисенче – чăвашсен пĕтĕм пурнăçĕ.

Службăра тăнă вăхăтра тăван яла канма килсен Александр Петрович пулас мăшăрне тĕл пулнă. Александра Петровна Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕнче преподавательте тăрăшнă. Ученăй агроном савнă мăшăрĕпе Туркмение тухса кайнă. Сумлă профессийĕпе хăйсем пурăнакан хулана симĕслетес енĕпе тăрăшнă. Каярахпа Черновсем тăван тăрăха куçса килнĕ, ăшă та хăтлă йăва çавăрнă. Икĕ хĕр çуратса ÿстерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă.

Тăван ялта Черновсене ăшшăн кĕтсе илнĕ. Ун чухнехи колхоз председателĕ Иван Денисов ăста çынсене часах ĕç вырăнĕ тупса панă. Шăпах çав çулсенче ялта колхоз вăйĕпе ача сачĕ хăпартса лартнă, Александр Петровича поварта ĕçлеме сĕннĕ. Ял хĕрарăмĕсем кухньăри çĕнĕ оборудованисене хальччен курманран вĕсене ĕçе хăнăхтарнă. Каярахпа вăл колхозри тĕрлĕ вырăнта вăй хунă. Кирек мĕнле ĕçе шансан та тÿрĕ кăмăлпа, чыслăн пурнăçланă. Колхозра вăй хунă хушăра та ал ĕçĕпе аппаланма вăхăт çитернĕ.

Ăстан ĕçĕсене тĕрлĕ куравсене тăратнă. Ĕнерхи çар çыннин тĕррисемпе района ертсе пыракансем те пĕрре мар кăсăкланса паллашнă. Хăй вăхăтĕнче Александр Петрович Чăваш Республикин пĕрремĕш президентне Николай Федорова хăй çĕленĕ, тĕрленĕ кĕпе парнеленĕ.

Александр Петрович хальччен миçе кĕпе çĕлесе тĕрленин шутне те пĕлмест. Килĕнче хăйне тата арăмне çĕлесе, тĕрлесе панисем йышлă. Унăн пир кĕписене ялти культура ĕçченĕсем уявсенче усă кураççĕ.

Санька тĕрлĕ енлĕ аталаннă маçтăр. Ÿркенмен çын ăста пулнă тенĕрен, вăл карçинккасем те çыхать, чăваш кĕпипе пĕрле çыхакан пиçиххи, хушпу, тухья, тевет, мăй çыххи те ăсталать. Концерт-спектакльсенче усă курма çăпатасем калăплать. Хĕрарăмсене ĕçкĕ-çике кайма е фольклорта юрлама икĕ аркăллă кĕпесем çĕлесе парса савăнтарать.

– Хăйсем тиркемеççĕ те çĕлесе паратăп, – тет вăл сăпайлăн.

Çав вăхăтрах картишĕнче, пахчара кăштăртатма та кăмăллать. Вĕлле хурчĕсем тытать. Çулла картиш тулли чăх-чĕп усраççĕ Черновсем.

Чăвашлăха упракан, аваллăха хаклакан арçынна Шăмалаксем ял старостине суйланă. Кашнийĕнпе пĕр чĕлхе тупакан сумлă арçынна хисеплеççĕ ку енче. Эрех-сăрапа иртĕнмест, пирус туртмасть вăл. Ял хастарĕсем Аслă Отечественнăй вăрçăра çапăçса пуçне хунă, çĕнтерÿпе таврăнсан çĕре кĕнĕ ветерансене асăнса сумлă палăк лартма палăртнă. Шăпах ял çыннисен пулăшу укçине пуçтарас енĕпе те тимлет. Чиркĕве çÿреме те вăхăт тупать. Юр ирĕлсенех вăрман ырлăхĕпе киленет. Çырла, кăмпа тĕлĕсене лайăх пĕлет. Вĕсене консервлама та ăста.

Александра Петровна мăшăрне пăхса ытараймасть. Юлашки вăхăтра куçĕсене операци тутарнăран йывăр ĕçлеме юрамасть хĕрарăмăн. Çавăнпа та савнă арăмне лайăх пăхать арçын.

– Ĕç ватăлма памасть, пурăнма пулăшать, – кашни сăмаха виçсе калаçрĕ пире ăсатма тухнă май 61 çулхи ал ĕç ăсти.

В.КИРИЛЛОВА.

Сăн ÿкерчĕкре: А.Чернов.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code