Пятница, 11 октября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Общество и право > Пĕрлехи тимлĕхпе

Пĕрлехи тимлĕхпе

Следстви комитечĕ граждансен, обществăн тата патшалăхăн ирĕкĕсемпе саккунла интересĕсене хÿтĕлес енĕпе тимлет. Унăн тивĕçне преступленисен чи хăрушă категорийĕсене тĕпчесси кĕрет: çынна вĕлерни, гражданин ирĕкĕсене хĕсни, теприне арлăх тĕлĕшĕнчен ирĕксĕрлени, коррупци, терроризм, экстремизм сĕмĕллĕ, вăрă-хурахла преступленисем тата ытти те.

Патăрьелĕнчи районсем хушшинчи следстви пайĕнче пурĕ 6 сотрудник тăрăшать. Талăкăн кирек хăш вăхăтĕнче те йывăр тата уйрăмах йывăр преступленисем пулнă вырăна çитсе ĕç-пуçа уçăмлатасси, çителĕклĕ çирĕплетÿсем тупса ĕçе йĕркелесси тĕп тĕллев пулса тăрать. Иртнĕ çул следстви пайĕн ĕçченĕсем 63 уголовнăй ĕç пуçарнă, 66 ĕçе тĕпчесе вĕçленĕ, вĕсенчен 7 тĕслĕхĕ çынна вĕлернипе çыхăннă. Иртнĕ çулсенче тунă преступленисене уçăмлатасси çине уйрăмах пысăк тимлĕх уйăратпăр. Пĕлтĕр 2015 çулта тунă 1 преступление тупса палăртнă.

Çул çитменнисен ирĕкĕсене хÿтĕлесси те тĕп тивĕçсен шутĕнче. Иртнĕ çул ачасен тĕлĕшĕпе тунă тата вĕсем тунă 4-шар преступление тĕпчесе судсене çитернĕ. Çакăн евĕр преступленисене тĕпченĕ чух çынсене анчах мар, преступлени тума хистенĕ лару-тăрăва та тĕплĕн тишкеретпĕр, тĕрĕслетпĕр, кирлĕ йышăнусем тăватпăр.

Хамăрăн тытăмпа çыхăннă ыйтусемпе халăха йышăнассине те ĕçе кĕртнĕ: пĕлтĕр 100 çынна харпăр хăй ыйтăвĕпе йышăнса тĕрлĕ пулăшу панă.

Патăрьел, Елчĕк, Шăмăршă, Комсомольски районĕсенчи прокуратура ĕçченĕсемпе, районсенчи полици пайĕсен сотрудникĕсемпе, йĕрке хуралĕн ытти органĕсемпе тата халăхпа килĕштерсе, тачă çыхăнса вăй хуни преступленисене вăхăтлă тата пахалăхлă уçăмлатса пыма май парать.

А.ИВАНОВ,
следстви пайĕн начальникĕ, юстици подполковникĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code