Пятница, 1 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Умра – Кăшарни

Умра – Кăшарни

Январĕн 19-мĕшĕнче ĕненекенсем Иисус Христоса Иорданра шыва кĕртнине уявлаççĕ.

Пысăк уяв кунĕ халăх таса çăлкуçсенче, кÿлĕсенче вакăсем касса шыва кĕрсе чунпа тасалать. Кăçал Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕнчи Тĕмер, Элпуç, Хăвăлçырма ялĕсенчи, Лаш Таяпа ял тăрăхĕнчи Яманчÿрел ялĕн кÿллисенче, Елчĕкри кирпĕч завочĕ çывăхĕнчи таса çăлкуçра шыва кĕрессине йĕркелеме палăртнă.

Сивĕ шыва кĕрсе тасалас текен граждансене хăрушсăрлăхăн ансат правилисене çирĕп пăхăнма ыйтасшăн. Çул-йĕре юртан тасатмалла, шыва сывлăха кура тата вăй-хала пĕлсе кĕмелле, тухсан ăшă тăхăнмалла, чей ĕçессине йĕркелемелле тата ытти те.

В.РЫБКИН.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code