Понедельник, 22 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > «Телегид» пулăшать

«Телегид» пулăшать

«Раççей телекуравпа радиохыпарлав сечĕ» /РТРС/ смартфонсем валли «Телегид» сарăм ?приложени/ кăларнă. Вăл çынсене цифрăллă эфир телекуравне йышăнассине йĕркелеме пулăшать.

Çак сарăмра телебашньăсен карттине тата параметрĕсене, цифрăллă эфир телеканалĕсен «настройки» валли кирлисене, тупма пулать. «Телегид» урлă чи çывăхри телевидени передатчикне тупма тата ТВ антеннин направленине палăртма май пур. Унтах икĕ мультиплекса кĕрекен телеканалсен кăларăмĕсен эрнелĕх программине те пăхма пулать. Программăна çав шутрах офлайн мелĕпе те, интернета кĕмесĕрех, курма май килет.

Приложенин кăсăклă функци пур: «Телегид» телевизорта халĕ «çутнă» канала палăртать, кăларăмсем пирки çырнине кăтартать, çынсене хушма информаци сĕнет – кăларăмсем пирки тĕплĕн çырса кăтартни, анонссем, Киношырав рейтингĕсем тата ытти те. Вăл пулăшнипе вăл е ку фильм е программа пирки те манмастăн: çакăн валли аса илтермеллине лартмалла çеç. Тĕп экран çинче ятарлă виджет вырнаçтарсан «телегид» яланах алă айĕнче пулать. Пĕр аккаунтпа çемьери ултă çын таран усă курма пултарать.

Çывăх вăхăтра функционала тата пуянлатĕç. Унпа усă куракансем телевидени приемникĕ цифрăллă эфир телекуравĕпе тĕл килет-и тесе тĕрĕслеме, «цифрăпа» çыхăнмалли видеоинструкцие пăхма пултарĕç… Çавăнпа çĕнĕлĕхсене куçран вĕçертмелле мар.

«Телегид» IOS тата Android тата Play Market «уçласа» илме пулать. Тĕплĕнрех – СМОТРИЦИФРУ.РФ сайтра.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code