Суббота, 15 июня, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Финала тухнă

Финала тухнă

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Кубокне çĕнсе илессишĕн шкул ачисен XXI Спартакиадин зачетне «Ылтăн шайба» хоккей вăййи те кĕрет.

Çак кунсенче Çĕрпÿ хулинче 2006-2007 çулсенче çуралнă арçын ачасем хушшинче республика турнирĕн иккĕмĕш тапхăрĕ иртнĕ. Унта Елчĕк, Çĕрпÿ районĕсемпе Канаш хулинчи çамрăк хоккеистсем тĕл пулнă.

Çивĕч ăмăртура «Яльчики» команда Çĕрпÿсене 7:1 шутпа çĕнтерсе финала тухнă. Вăйăра уйрăмах тапăнса вылякансем Павел Доброхотов /Патреккел шкулĕ/, Олег Ефимов /Аслă Елчĕк/, Денис Иванов /Елчĕк/, хÿтĕлевçĕсем Руслан Евдокимов /Лаш Таяпа/, Максим Борисов тата Стас Владимиров вратарь /Патреккел/ палăрнă.

Хальхи вăхăтра çамрăк хоккеистсене тренерсем Александрпа Георгий Адюковсем январĕн 21-мĕшĕнче иртекен финал вăййисене хатĕрлеççĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code