Среда, 29 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Юрист пулăшăвĕ

Юрист пулăшăвĕ

Чăваш Республикин «Чăваш Республикинче тÿлевсĕр юридика пулăшăвĕпе тивĕçтересси çинчен» саккунне граждансене юридика пулăшăвĕпе чăрмавсăр тивĕçтерес тĕллевпе йышăннă.

Пулăшупа республикăри Адвокатсен палати ятарлă списока кĕртнĕ 96 адвокат тивĕçтерет. Вĕсемсĕр пуçне халăха Чăваш Республикин ĕç тата социаллă хÿтлĕх министерствин «Социаллă пулăшу паракан центрĕ», патшалăх шутне кĕмен центрсем, республикăри ĕç тăвакан власть органĕсем е вĕсен тытăмĕнчи учрежденисемпе консультаци пункчĕсем, халăха социаллă хÿтлĕхпе тивĕçтерекен уйрăмсем, нотариус конторисем тÿлевсĕр юрист пулăшăвĕ параççĕ. Тÿлевсĕр юрист пулăшăвĕпе 1-мĕш тата 2-мĕш ушкăнри инвалидсем, СССР тата Раççей Федерацийĕн Геройĕсем, Ĕç Геройĕсем, инвалид тата ашшĕ-амăшĕн хÿтлĕхĕсĕр юлнă ачасем, ют ачана усрава илнисем, Тăван çĕршывăн аслă вăрçин ветеранĕсем, политика репрессийĕнчен сиен тÿснĕ Раççей Федерацийĕн гражданĕсем тата ыттисем те усă курма пултараççĕ.

Маларах асăннă саккуна йышăннăранпа республикăра пурĕ 277 пин çын пулăшу илнĕ, иртнĕ çул – 2 пин çын.

Кашни уйăхăн иккĕмĕш кĕçнерникунĕнче адвокатсемпе социаллă ĕçченсем районсен администрацийĕсенче вырнаçнă халăха социаллă хÿтлĕх паракан уйрăмсенче граждансемпе йышăну кунĕ йĕркелеççĕ. Юрист пулăшăвĕ илессипе çыхăннă информаципе, темисемпе, адвокатсен списокĕпе, Чăваш Республикин юстици тата пурлăх хутшăнăвĕсен министерствин сайтĕнчи «Тÿлевсĕр юрист пулăшăвĕ» баннерта, Чăваш Республикин Адвокат палатин сайтĕнче паллашма пулать. Ыйтусем пулсан Чăваш Республикин юстици тата пурлăх хутшăнăвĕсен министерствине 64-20-70, Адвокат палатине 22-66-63 номерсемпе шăнкăравлама пултаратăр.

Денис ЖАРОВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code