Пятница, 11 октября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > 68 çултан «таврăннă»

68 çултан «таврăннă»

Аттелĕхĕн аслă вăрçин кĕрлевĕ шăпланнăранпа çул хыççăн çул хушăнса пырать пулин те, унпа çыхăннă самантсен, пулăмсен вĕçĕ çук…

Питтĕпел каччи Нестер Абрамов салтак тумне вăрçă пуçланиччен пĕр уйăх маларах, Мускав облаçĕнчи Железнодорожный район çар комиссариатĕнче тăхăннă. Ун чухне вăл тĕп хулара метро тунă çĕрте ĕçленĕ.

Кĕçĕн командирсем хатĕрлекен курсран вĕренсе тухсан чăваш каччине 10-мĕш истребитель бригадине янă. Унăн фронтри «кун-çулĕпе» награда илме тăратнă материал тăрăх кăна паллашма тÿр килчĕ.

1943 çулхи январĕн 14-мĕшĕнче Белгород облаçĕнчи Щучье районĕнче Н.Абрамов лейтенант, взвода ертсе пынă май, тăшман оборонине çĕмĕрсе кĕнĕ. Вăл, фашистсем минометсемпе пулеметсенчен пĕр вĕçĕмсĕр тăкса тăнă «çумăрне» пăхмасăр минăсем вырнаçтарнă уя тасатнă, хăй кăна 75 танк тата пехотăна хирĕçле 20 минăна сиенсĕрлетнĕ. Çапла майпа 2-мĕш тата 4-мĕш уйрăм гвардин танк полкĕн йывăр техникине, артиллерине, пехотăпа апат-çимĕç тиенĕ лавсене малалла кайма çул уçса панă. Çак паттăрлăхшăн Н.Абрамова Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе наградăланă. Маларах «Хăюлăхшăн» медале те тивĕçнĕ ентеш алла илеймен ăна – тепĕр 14 кунтан пĕр хаяр çапăçура пуçне хунă.

Орден хуçине пурпĕр «шыраса» тупнă: 1983 çулта Елчĕкри культура çуртĕнче районти çар комиссарĕ Ю.Смирнов майор наградăна Виталий Свеклова, геройăн аппăшĕн ывăлне панă.

…Питтĕпелти Деомид Степановичпа Анастасия Тихоновна Свекловсен 4 ывăлпа 4 хĕрĕнчен пĕри – Владимир – Анат Тагилти «Уралэнергомонтаж» трестра электромонтажникра вăй хунă. Унти культура керменĕнче иртнĕ пĕр мероприятире Белгород тăрăхĕнчи чипер хĕрпе, тимĕр-бетон изделийĕсен комбинатĕнче мастерта ĕçленĕскерпе, паллашнă. Вăхăт иртнĕ май пĕрлешнĕ хыççăн çамрăксем Сургут хулине куçса кайнă.

Çулсем малалла шунă, анчах Свекловсене куккăшĕн – Н.Абрамовăн шăпи пĕрмаях канăç паман. Архивсенче ларнă, çар комиссариачĕсене шăнкăравланă, шыравçăсемпе çыхăну йĕркеленĕ… 2011 çулта вил тăприйĕ Белгород таврашĕнче пулма пултарни çинчен хыпар килет. Владимирпа Нина Сургутран унта, арăмĕн тăван тăрăхне тухса вĕçтереççĕ.

Асăннă регионра Чернянка поселокĕнчи тăванла масар пин-пин салтак-офицера, граждансене ĕмĕрлĕхе канлĕхе йышăннă. «Урамсемпе» вырнаçтарнă унта вил тăприсене. Апла та епле тупайăн? 4-5 сехет шыранă Свекловсем тăванĕн «канăç» вырăнне. Кăлăхах. Шырав шанăçсăр вĕçленнине кура кайма та пуçтарăнаççĕ. Шалти вăй вара парăнмасть – хистет, хушать. Хăйсенчен 20-30 метр айккинчи сенкер стелăна пăхса илме шутлаççĕ хайхискерсем. Йышлă хушамат хушшинче «Лейтенант Абрамов Н.Т.» тесе çырнине асăрхасан та темиçе хутчен вулаççĕ-ха. Вăлах! Хĕпĕртÿпе тулнă тăвансем стелăна ÿкерттерсе илеççĕ, пĕр-ик ывăç вил тăприне тутăрпа çыхса тулли кăмăлпа Елчĕк ене çул тытаççĕ.

Питтĕпел ялĕнчи масарта пĕтĕм тăванĕ пуçтарăнса аппăшĕпе – Анастасия Тихоновнăпа юнашар вил тăприе тирпейлеççĕ, палăк лартаççĕ. Çапла майпа çĕршыв хÿтĕлевçи 68 çултан тăван ялне «таврăннă».

…Абрамовсем ытлă-çитлĕ пурăнакан, харсăрлăхне кура çирĕп хуçалăх тытса тăракансем пулнă. Нестерăн ашшĕ – Тихон – Теччĕ хулине тăтăшах аш-какай сутма çÿренĕ. Çавăнтанах тиф «çаклатса» килнĕрен çамрăклах куçне хупнă. Мăшăрне те çак чир çапса хуçнă.

Ялта Тихон ăсталаса тунă пусăпа çынсем паянхи кунчченех усă кураççĕ. «Кукаçи пусси» теççĕ ăна.

Ашшĕ-амăшĕ çĕре кĕнĕ хыççăн пилĕк пĕртăван асли – Наçтаç аппăшĕн хÿттинче çитĕнет. Нестер, чи кĕçĕнни /1921 çулта çуралнă/ пулсан та, ачашлăхра ÿсмен. Кил-хуçалăхри вăй питти пĕтĕм ĕçе пурнăçланă. Лайăх вĕреннĕ. Аслисемшĕн чăрмав пулас темен-ши вăл, Елчĕк шкулĕн çичĕ класне пĕтеричченех Мускава тухса каять ялти юлташĕсемпе…

Николай МАЛЫШКИН.

Сăн ÿкерчĕкре: Н.Абрамов /сылтăмри/ ентешĕсемпе пĕрле.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code