Понедельник, 15 августа, 2022   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > «Юратăва упрасчĕ ĕмĕрех»

«Юратăва упрасчĕ ĕмĕрех»

Çак ятпа иртрĕ район администрацийĕн ЗАГС пайĕнче çемьесен уявĕ.

Илемлĕ те хăтлă керменте Мендельсон маршĕ янăрать. Çак илемлĕ кĕвĕпе зала 50 çул алла-аллăн тытса утăмланă Елчĕкри Петр Дмитриевичпа Лия Николаевна Хушкинсем тата 45 çул пурнăç çулĕпе юнашар утакан Аслă Таяпари Николай Алексеевичпа Зинаида Осиповна Красновсем кĕреççĕ.

Çемье. Унран хакли мĕн пур-ши? Çемье вăл – пурнăç тĕрекĕ. Унти лăпкăлăх пире пурнăç хыттинчен хÿтĕлесе тăрать. Килĕштерсе, тĕреклĕ пурăнакан çемьешĕн катаран килекен кун-çул синкерĕсем те хăрушă мар. Çемьере килĕшÿ, ăнланулăх пулсан пурнăç та ăнать, кун хыççăн кун, çул хыççăн çул иртни те сисĕнмест. Уява йыхравланă çемьесем шăпах ăрусен çирĕплĕхне тытса тăраççĕ, вĕсем ĕçпе таврара чапа тухнă, ачи-пăчине тивĕçлипе ÿстернĕ.

Акă, Николай Алексеевичах илер. Аслă Таяпара çуралса ÿснĕскер, сакăр класс хыççăн Канашри професси техникумĕнче электрик специальноçне алла илнĕ. Ун хыççăнах Шупашкарта ĕçе вырнаçнă. 1969 çулта Совет çарĕн ретне тăнă. Монголи çĕрĕ çинче 3 çул службăра тăнă хыççăн агроном пулас тесе Вăрнарти совхоз-техникума вĕренме кĕнĕ. 1974 çулта Николай Алексеевич тăван яла таврăннă. Малтанах тăван хуçалăхра механикре тăрăшнă. Пултаруллă çамрăка Карл Маркс ячĕллĕ колхоз председателĕн çумне шаннă. Унтан хуçалăхри профком председателĕнче, партком секретарĕнче тăрăшнă. Каярахпа, мĕн тивĕçлĕ канăва тухиччен, тĕрлĕ çĕрте вăй хунă. Ферма заведующийĕнче те, сутуçăра та пысăк яваплăхпа ĕçленипе палăрнă.

Унăн мăшăрĕ, Зинаида Осиповна та, Вăрнарти совхоз-техникумра агронома вĕреннĕ. Вăл та тĕрлĕ ĕçре – хăмла бригадин бригадирĕнче, контролерта, страхагентра, заправщицăра тăрăшнă.

Красновсем икĕ ывăлпа пĕр хĕре кун çути парнеленĕ. Шел пулин те, пĕр ывăлĕ вăхăтсăр çĕре кĕнĕ. Сергей Сургутра тĕпленнĕ. Наталия Шупашкарта ĕçлесе пурăнать. Николай Алексеевичпа Зинаида Осиповна Красновсен виçĕ мăнук çитĕнет.

Туй кĕрлеттернĕренпе çур ĕмĕр иртнине те сиссе юлайман Петрпа Лия Хушкинсем. Петр Дмитриевич 1942 çулта Аслă Елчĕк ялĕнче çуралса ÿснĕ. Пăвари профессипе техника училищинчен вĕренсе тухсан çамрăк районти сельхозтехникăра слесарьте ĕçленĕ. Унтан Чăваш патшалăх ял хуçалăх институтĕнче инженер-механика вĕренсе тухнă. Шăпана пула хăй юратса илнĕ специальноçпа ĕçлеме тÿр килмен мал ĕмĕтлĕ çамрăкăн. Пултарулăхне кура ăна 1968 çулта ВЛКСМ Елчĕк райкомĕн иккĕмĕш секретарьне суйланă. Мал ĕмĕтлĕскер Чулхулари партин аслă шкулĕнче пĕлÿ илнĕ. 1981-1984 çулсенче райĕçтăвкомĕн председателĕнче, 1985-1990 çулсенче КПСС райкомĕн пĕрремĕш секретарĕнче ĕçленĕ. Унтан ЧР Ял хуçалăх министерствин пай пуçлăхĕнче, пуçлăх çумĕнче, республикăри профсоюз органĕнче, район администрацийĕн пай пуçлăхĕнче тăрăшнă.

Ĕçне кура – хисепĕ, теççĕ. Петр Дмитриевич «Хисеп Палли» ордена, медальсене, грамотăсене тивĕçнĕ. Савнă мăшăрĕпе, Лия Николаевнăпа, пĕр ялсемех. Вăтам шкул хыççăн хĕр шкулта пионервожатăйра, каярахпа, воспитателе вĕренсе тухсан, Елчĕкри «Солнышко» ача садĕнче 25 çул ĕçленĕ.

Хушкинсем ывăлпа хĕр çуратса пурнăç çулĕ çине кăларнă. Дмитрий – Раççей çарĕн подполковникĕ. Наталия – юрист. Иккĕшĕ те çемьеллĕ. Куç тулли мăнуксем Петр Дмитриевичпа Лия Николаевнăн.

Сапфир тата ылтăн туй кĕрекисене ларнă мăшăрсем ЗАГС пайĕн хисеплĕ юбилярсен кĕнекине алă пусса çирĕплетрĕç. Унтан район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин хисеплĕ мăшăрсене çемье уявĕ ячĕпе саламларĕ, юбилейсем çитнине ĕнентерекен свидетельствăсене парса чыс турĕ.

Хисеплĕ те сумлă мăшăрсемпе пĕрле кăçал районта çут тĕнчене килнĕ пĕрремĕш пепкене те чысларăмăр. Çемье ача-пăча сассипе илемлĕ. Январĕн 8-мĕшĕнче Елчĕкри Сергейпе Надежда Красновсен чÿречинчен иккĕмĕш хут пырса шакканă та телей кайăкĕ. Çак савăнăçлă пулăм çемьешĕн кăна мар, районшăн, Чăваш Еншĕн, Раççейшĕн пысăк савăнăç пулса тăчĕ. Матвей – çĕршывăн пĕчĕк гражданинĕ.

«Пулас лаша тихаран паллă», – теççĕ чăвашсем. Апла пулсан ывăлĕн шăпи, вăл мĕнле воспитани илсе ÿсесси чи малтан, паллах, ашшĕ-амăшĕнчен килет. Ача çурални çинчен ĕнентерекен свидетельствăна Николай Миллин саламласа пани çамрăк мăшăрăн асĕнчен часах тухмĕ.

Çемьесен ячĕпе Иван Шурбинпа Сергей Баранов музыка саламĕсем вĕçтерчĕç те вĕçтерчĕç.

Çакна палăртма кăмăллă: çемьесен тĕл пулăвне мăшăрсем ĕçлекен, е вĕсем патĕнче вăй хурса тивĕçлĕ канăва тухнă, ĕçпе яланах коллективра пысăк хисепре юлнă предприяти-организаци ĕçченĕсем килсе саламлани пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çÿçĕсем кĕлленнĕ ĕç ветеранĕсем ку чухне савăнăç куççулĕсене те пытараймаççĕ. Чи пахи – вĕсене манманни, асра тытни.

Çемье – çут çанталăк пилленĕ хăйне евĕрлĕ ахах-мерчен. Çемьере телейли кăна чăн-чăн пуян.

Н.БАЙМУШКИНА,
районти ЗАГС пайĕн начальникĕ.

Сăн ÿкерчĕкре: уява хутшăннисем.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code