Понедельник, 9 декабря, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Район пурнăçĕ

Район пурнăçĕ

Пĕтĕмлетеççĕ, çĕннине палăртаççĕ

Иртнĕ çулхи ĕç-хĕле пĕтĕмлетсе районти ялсенче граждансен пухăвĕсем иртеççĕ.

Шăмалакра иртнĕ пухăва район пуçлăхĕ И.Васильева, район администрацийĕн культура тата информаципе тивĕçтерекен пай начальникĕ З.Князева хутшăннă. Ял çыннисем умĕнче Лаш Таяпа ял тăрăхĕн пуçлăхĕ М.Егоров тухса калаçнă. Иртнĕ çулхи ĕç-хĕлпе паллаштарнă май вăл кăçалхи тĕллевсене палăртнă.

 

Хăвăн сывлăхна тĕрĕсле

Хальхи вăхăтра районта рака хирĕç кĕрешессипе акци пырать. Çавна май шурă халатлă тухтăрсем тĕрлĕ мероприятисем йĕркелеççĕ.

«Хăвăн сывлăхна тĕрĕсле» акцие хутшăнса И.Смирнова гинеколог врач пациентсене кăкăр ракĕ çинчен каласа панă, унран сыхланмалли тĕрлĕ мелсемпе паллаштарнă, сывлăха тăтăшах тĕрĕслеттерсе тăмаллине аса илтернĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code