Суббота, 15 июня, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Чемпион ватăлма шутламасть

Чемпион ватăлма шутламасть

Хальхи вăхăтра Пĕтĕм Раççейри «Отцовский патруль. Мы ГоТОвы!» акци пырать.
Аса илтеретпĕр, ăна çемьесенче сывă пурнăç йĕркине пропагандăлас, çемьепе пĕрле канассине анлăлатас, çемьесем ГТО нормисене парассине сарас тĕллевпе йĕркеленĕ.

Районта физкультурăпа спорта юратакансем, тĕрлĕ çитĕнÿсем тунă çемьесем сахаллăн мар. Вĕсен йышне Аслă Елчĕкри Петрушкинсем те тивĕçлипе кĕреççĕ.

Тĕлĕнмелле те, халĕччен спорт теминчен аякра тăнипе-и, куçа-куçăн тĕл пулса калаçма тивмен мана район шайĕнче кăна мар, ун тулашĕнче те тĕрлĕ енлĕ спортра палăрнă ентешпе. Нумаях пулмасть вăл хаçат редакцине кĕрсе тухрĕ те паллашмалли сăлтав тупăнчĕ. 65 çула кайнă Петр Николаевич «Ĕçпе хÿтĕлеве хатĕр» нормăна пурнăçласа ылтăн медаль илме тивĕçнĕ. Çулсем çулланнине пăхса тăмасть вăл: паян та йĕлтĕрпе, велосипедпа ярăнать, кире пуканĕ йăтать, сĕтел çи теннисла вылять, бассейна ишме çÿрет, çуран чупать. Кашни çулах «Йĕлтĕр йĕрĕ», «Наци кросĕ» массăллă чупусене хутшăнать, призлă вырăнсем çĕнсе илет. 46 çулта чухне кире пуканĕ йăтассипе спорт мастерĕн кандидатне тивĕçнĕ-скер, районта хăйĕн призĕсене çĕнсе илессишĕн ăмăрту йĕркелеме те майсем тупать. Çывăх вăхăтра вăл çамрăксене каллех кире пуканĕ йăтакансен турнирне йыхравлать. Ăна йĕркелесе ирттерме кĕсье çÿхелет пулсассăн та чи кирли çамрăксене çак спорта юратма вĕрентни, аслă ăру çыннисем вĕсемшĕн тĕслĕх пулса тăни тесе шутлать. Петр Николаевич лара-тăра пĕлмен чăваш. Унăн интересĕсем тĕрлĕ енлĕ. Пĕринче, 37 çулта чухне, Ульяновск облаçĕнчи Чăнлă районĕнчи Г.Коннов /унпа вăл «Советский спорт» хаçат урлă паллашнă/ Самар хулинче велосипедистсен çĕршыв шайĕнчи ăмăртăвĕ пулассине пĕлтерет. Нумай шухăшласа тăмасть – ларать те велосипед çине Ульяновск хулине вĕçтерет. Унтан Самарăна – 51 пин çын хутшăнакан ăмăртăва. Çавăнтан хăйĕн вăй-халне, çирĕплĕхне тата ытларах шанма пуçланă та вăл. Ытти чухне те «тимĕр учĕпе» Ульяновск, Шупашкар хулисене темиçе хутчен те çитсе килнĕ.

Унтан, 1987 çулта, ялти спортсменсен çуллахи спартакиадине хутшăннă, 10 километра чупса, хăйĕнчен спорт мастерне çеç ирттерсе ярса, иккĕмĕш вырăн, тепĕр çулхине вара пĕрремĕш вырăн йышăннă.

1991 çулта Шупашкарта велосипедистсен Чăваш Республикинчи чемпионачĕ иртнĕ. Унта СССР спорт мастерĕсем, кандидачĕсем, пĕрремĕш разрядлă велосипедистсем хутшăннă. Çак хыпара илтнĕ Петр Петрушкин хăйĕн «лаши çине утланнă» та тĕп хуламăра вĕçтернĕ. Старта тухнисем тÿрех хăйсенчен уйрăларах тăракан, палламан велосипедиста асăрханă. Унăн велосипечĕ те, çийĕнчи спорт костюмĕ те ятарласа ăмăртусене хутшăнма хатĕрленĕскерсем мар, ахальлисем çеç пулнă. Çулĕпе те хĕрĕхелле çывхарса пыраканскер пулни курăннă.

Республика чемпионатне Шупашкарăн тĕп урамĕсенче ирттернĕ. 25 километрлă дистанцие велосипедистсен виçĕ çаврăм тумалла. «Анчах мĕн ку?» – тĕлĕннĕ куракан. Пĕрремĕш çаврăм хыççăн ялтан килнĕ спортсмен чи кайри мар – варринче пынă, иккĕмĕш хыççăн малтисен йышĕнче чупнă, финиша виççĕмĕш çитнĕ. Спорта юратакансемпе тренерсем палламан велосипедистпа интересленме пуçланă. Аслă Елчĕкре пурăнакан, «Яльчикская» строительство организацийĕнче каменщикра тăрăшакан Петр Петрушкинăн пĕрремĕш ÿсĕмĕ пулнă вăл.

Тепĕр кунне велосипедистсем мăшăрăн чупса ăмăртнă. Дистанцие вĕсем пĕрле чупаççĕ. Пĕри ывăнать – ун вырăнне тепри мала тухать. Финишра вара иккĕшĕн вăхăтне те пĕрле палăртаççĕ. Петр Николаевичăн та старта тухас килет, анчах унăн мăшăр çук. Вăл никама та палламасть. Ĕнер виççĕмĕш вырăна тухнă Петрпа пĕрле чупма спорт мастерĕ Ю.Амелин килĕшет. Вăл юлташĕ валли спорт форми тата спорт велосипечĕ тупать. Паллă велосипедист ял арçыннине шаннине пытармасть. Чăнах та, 25 километрлă трасса çинче Аслă Елчĕк ывăлĕ хăйĕн пĕтĕм ăсталăхне, вăй-халне панă. Иккĕмĕш вырăна тухнă вĕсем.

Акатуйсене те пысăк хастарлăхпа хутшăннă Петр Петрушкин. Велосипедпа пĕрремĕш разряд нормативне тултарнă хыççăн кÿршĕ районсенчи ĕçпе юрă тата спорт уявĕсене хутшăннă, яланах мала тухнă. Кире пуканĕ йăтса, кĕрешсе такасем çĕнсе илнĕ.

Петр çамрăклах тĕрлĕ ăмăртусене хутшăннă. Штанга та йăтнă, кĕрешнĕ те. Уйрăмах кире пуканĕ çĕклессине кăмăлланă. Вăл район шайĕнчи ăмăртусене кăна мар, Атăлçи тăрăхĕнчи тупăшусенче те пĕрре мар палăрнă. Чăваш Ен чемпионĕн кубоксемпе грамотăсем, значоксем питĕ нумай.

Ачаран йăрă çитĕннĕскере салтакра та йывăр килмен. Саратов облаçĕнче службăра тăнă май, строительство батальонĕнче тракторпа тăрăшнă. Каярах вара районти тĕрлĕ организацисенче вăй хунă, слесарь, сварщик ĕçĕсенче те ăсталăхпа палăрнă.

Петр Николаевич ял хĕрĕпе – Зинаида Александровна Питаковăпа пĕрлешсе виçĕ ачана пурнăç çулĕ çине кăларнă. Ывăлĕсем те мĕн ачаран спортпа туслашнă. Вĕсем те, ашшĕ пекех, эрех-сăрапа, сиенлĕ йăласемпе туслă мар. Асли, Саша, Шупашкарта çăлав-çăра тăрăшать. Аслă пĕлÿллĕ физкультурник ирĕклĕ майпа кĕрешес енĕпе спорт мастерĕн кандидачĕ. Алексей штанга йăтассипе маçтăр. Педуниверситетра ĕçлет. Андрей та пиччĕшĕсенчен юлмасть. Медколледж пĕтернĕскер пурнăçра сывă пурнăç йĕркине мала хурать. Ачасем тăван килне манмаççĕ, килсех çÿреççĕ. Ашшĕпе амăшĕ ывăлĕсем пурнăçра хăйсен вырăнне тупнăшăн, хулара ăшă та хăтлă йăва çавăрнăшăн, тăван яла килсе çÿреме çăмăл машинăсем туяннăшăн хĕпĕртеççĕ. Аслашшĕ-асламăшне ултă мăнукĕ те савăнтараççĕ. Туслă çемье уявсене яланах пĕрле ирттерет. Çывăх кунсенче ачисемпе мăнукĕсем тăван тăрăха килеççĕ: вĕсем ашшĕ ячĕпе иртекен ăмăртăва хутшăнаççĕ, çамрăк спортсменсене хавхалантараççĕ.

В.СМИРНОВА.

Сăн ÿкерчĕкре: П.Петрушкин.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code