Çирĕплетнĕ ĕç планĕпе килĕшÿллĕн, кăçал районĕпе акса хăварма пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен вăрлăхĕсем пурĕ 3852 тонна кирлĕ. Çак вăхăт тĕлне 4043 тонна /105 процент/ вăрлăха инспекцире тĕрĕсленĕ. Çав шутран 3691 тонна /91 процент/ акма юрăхлă кондицие ларнă. Хальхи вăхăтра ял хуçалăх предприятийĕсем вăрлăхсене алласа тивĕçлĕ кондицие лартнă пулсан, хресчен /фермер/ хуçалăхĕсенче ку енĕпе япăх ĕçлеççĕ.
Тухăç мĕнле пуласси репродукцирен нумай килет. Вăл мĕн чухлĕ çамрăкрах – тухăç та пысăкрах. Районĕпе илсен хальхи вăхăтра супер элита, элита вăрлăхсем 950 тонна /23 процент/. Кăтарту япăх мар. 1-4 репродукцилли 2917 тонна /72 процент/, 5 проценчĕ – 5-мĕш репродукциллĕ вăрлăх.
Вĕсене улăштарса çĕнетессипе «Комбайн», «Сатурн», «Агрофирма «Нива», Ленин ячĕллĕ хуçалăхсемпе А.Петров, Ю.Цветков хресчен /фермер/ хуçалăхĕсем лайăх ĕçлесе пыраççĕ. Акă, «Комбайн» хуçалăхра сутлăх Экада 109 тата Симбирцит çурхи тулăсен вăрлăхĕсем 60-120 тонна, «Владимир» урпа 120 тонна пур. Вĕсем пысăк репродукциллĕ, сертификатлă. Çавăн пекех Ю.Цветков хресчен /фермер/ хуçалăхĕнче Ульяновская – 100, Ульяновская – 105 çурхи тулă 120-60 тонна сутлăх пур. Каласа хăвармалла, хамăр районтах пысăк репродукциллĕ вăрлăх туянма пулни питĕ те аван.
Акма усă курмалли вăрлăхра – супер элита е элита-и вăл – бактери, кăмпа чирне саракан микробсем тĕл пулаççĕ. Чир-чĕр тĕсне, вăл сиен кÿнĕ калăпăша палăртма фитоэкпертиза ирттерме тивет. Унсăрăн вăрлăха сиенсĕрлетме мĕнле им-çам кирлине те пĕлеймĕн. Хальхи вăхăтра вăрлăхăн пысăк пайĕ альтернариоз, пăнтăх чирĕсемпе сиенленнĕ. Çавăнпа акас умĕн вăрлăхсене им-çампа чÿхени пысăк пĕлтерĕшлĕ.
Хальхи вăхăтри тĕп тĕллев – çитес кунсенчех вăрлăха кашни хуçалăхра сортласа тасатасси, ака стандарчĕн тивĕçлĕ кондицине лартасси.
Пахалăхлă вăрлăх туса илесси – кашни çĕр ĕçченĕн, специалистсен, ертÿçĕн тĕп тивĕçĕ. Çакна ăнланса, тĕпе хурса ĕçлесен пирĕн уй-хирте пысăк тухăçлă тыр-пул çитĕнĕ.
Цифрăсен пĕрремĕш колонки – ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен /фермер/ хуçалăхĕсенче çуракире акма пĕтĕмпе кирлĕ вăрлăх, иккĕмĕш – вăрлăха инспекцире тĕрĕслеттернĕ /тоннăпа/, виççĕмĕш – кондициллĕ вăрлăх /процентпа/.
/Февралĕн 15-мĕшĕ тĕлне/
| «Прогресс» АХО | 501 | 501 | 100 |
| Ленин ячелле ЯХПК | 148 | 150 | 100 |
| «Труд» ЯХПК | 133 | 200 | 100 |
| «АСК-Яльчики» ООО | 224 | 329 | 100 |
| «Эмметево» ООО | 230 | 260 | 100 |
| «Яманчурино» ООО | 265 | 202 | 100 |
| «Колос» ЯХПК | 95 | 120 | 100 |
| «Сатурн» ЯХПК | 115 | 155 | 100 |
| «А/ф «Нива» ООО | 124 | 130 | 100 |
| «Клевер» ООО | 120 | 200 | 100 |
| «Урожай» ООО | 166 | — | — |
| «Рассвет» ЯХПК | 230 | 308 | 100 |
| «Победа» ООО | 148 | 152 | 100 |
| «Комбайн» ЯХПК | 333 | 349 | 100 |
| «Кушка» ЯХПК | 175 | — | — |
| «Энтепе» ООО | 130 | 170 | 71 |
| «А.Н.Бикулов» ХФХ | 110 | 175 | 0 |
| «Б.П.Головин» ХФХ | 107 | 130 | 100 |
| «А.В.Петров» ХФХ | 85 | 85 | 0 |
| «В.Ф.Чернов» ХФХ | 70 | 70 | 40 |
| «В.П.Падуев» ХФХ | 20 | — | — |
| «Е.В.Цветкова» ХФХ | 116 | 116 | 100 |
| «Ю.Н.Цветков» ХФХ | 107 | 241 | 100 |
| «А.А.Мясников» ХФХ | 65 | — | — |
| «Б.И.Тихомиров» ХФХ | 35 | — | — |
| Районепе | 3852 | 4043 | 91 |
Л.ИШМУРАТОВА,
«Раççей ял хуçалăх центрĕн» Чăваш Енри филиалĕн районти уйрăмĕн ертÿçи.

