Воскресенье, 19 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Вăрăм ĕмĕр – кун-çул парни

Вăрăм ĕмĕр – кун-çул парни

Пĕри çакăн сăлтавне лара-тăра пĕлмесĕр ĕçленипе ăнлантарать, тепри сывлăхĕ çирĕппипе тата сывă пурнăç йĕркине тытса пынипе çыхăнтарать, виççĕмĕшĕшĕн тăван-пĕлĕшĕн, ывăл-хĕрĕн, мăнукĕсен, вĕсен ачисен тимлĕхĕнчен хакли çук.

Аслă Шăхаль ялĕнче тăхăрвунă çул каялла çут тĕнчене килнĕ Анатолий Смолин та çаплах шухăшлать. Юлашки çулсенче урама пит тухса çÿреймесен те чун хавалĕпе пурăнать вăл, Турă панă кашни куншăн, ватлăхра ачисемпе мăнукĕсен ырлăхне курнишĕн хĕпĕртет.

Хресченсен йышлă çемйинче çуралса ÿснĕ çамрăкăн кун-çулĕ çăмăл килмен. Мĕн пĕчĕкренех çĕр çинче пилĕк авса ĕçленĕ. Ялти шкулта çичĕ класс пĕтернĕ хыççăн Канашри механизаци шкулне пĕтернĕ. Механизаторăн хисеплĕ профессине алла илнĕскер мĕн ватăличчен тăван хуçалăхра тăрăшнă.

Тăван çĕр-аннемĕр çинче чуна парса ĕçленине, тăван çут тавралăхăн сиплĕ шывĕпе çăвăнса чÿхеннине, кăкăр çапмасăр, каппайланмасăр тар тăкнине асран кăлармасть вăл. Епле манайăн, этем пурнăçĕнчи чи илемлĕ вăхăтсем вĕсем. Асаилÿ çăмхи ăшне путсан ĕç ветеранĕн чун-чĕринче ырăлăх хыççăн ырăлăх çуралаççĕ.

Кирек мĕнле ĕçре тăрăшсан та Анатолий Павлович тÿрĕ кăмăлпа, яваплăха туйнипе палăрса тăнă. Килти архивра унăн тивĕçлĕ ĕçшĕн панă наградăсем упранаççĕ. Вĕсен шутĕнче «1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн аслă вăрçи вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн», СССР Халăх хуçалăх çитĕнĕвĕсен выставкин бронза, «Ĕçри паттăрлăхшăн. В.И.Ленин çуралнăранпа 100 çул çитнĕ ятпа» медальсем, Тăван çĕршывăн 1941-1945 ç.ç. аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 30, 40, 50, 60, 70 çул тултарни» юбилей медалĕсем. Çавăн пекех Анатолий Смолин 1973 çулта «Республикăн чи лайăх механизаторĕ» Мухтав грамотине тивĕçнĕ. Тепĕр çулхинех ăна «1973 çулхи социализмла ăмăрту çĕнтерÿçи» паллă парса чысланă. Пултаруллă механизатор темиçе çул республикăри комбайнерсем хушшинче «Вырма паттăрĕ» ята çĕнсе илнĕ.

1986 çул Анатолий Павловичшăн уйрăмах паллă çул пулса тăнă. Тыр-пул пухса кĕртес ĕçре пĕтĕм чун хавалĕпе тăрăшни ахаль иртмен, вăл республикăри комбайнерсен ăмăртăвĕнче иккĕмĕш вырăна тухса туристла çул çÿреве каймалли путевкăна тивĕçнĕ – Вьетнамра пĕр уйăх каннă. Çĕр ĕçне лайăх пĕлекен арçын трактор рульне е рычагне çеç мар, тĕрлĕ маркăллă автомашинăсене те çÿретнĕ.

Анатолий мăшăрне те хăй пекех ĕçченнине суйласа илнĕ. Мускавра чукун çул юсанă çĕрте ĕçлекен Тĕмер хĕрĕ Мелания яла канма килнĕ. Кÿршĕ ялĕн илемлĕ те сăпайлă хĕрĕ пĕрре курсах унăн кăмăлне кайнă. Юратуллă çемьере пĕр ывăлпа ултă хĕр çитĕннĕ. Улми йывăççинчен аякка ÿкмест тенĕрен, Смолинсен ачисем те пĕчĕккĕллех ĕç çумне çыпăçса ÿснĕ. Малтанах Анатолий Павловичпа Мелания Кирилловна «уй-хир карапĕн» штурвалне тытса пынă пулсан, каярахпа амăшне ачисем улăштарнă. Ун чухнехи районти пĕртен-пĕр хĕрарăм-комбайнерăн тăрăшуллă ĕçшĕн илнĕ наградăсем йышлă. Вăл республикăри хĕрарăмсен çиччĕмĕш слетне хутшăннă. Шел, тăватă çул каялла мăшăрне çухатрĕ арçын.

Хăй вăхăтĕнче Смолинсем Çĕнĕ Пăва тăрăхĕнче чи ĕçчен тата пысăк тупăш илекен çемье шутланнă. Ытлă-çитлĕ пурнăçа тăрăшса вăй хунипе тунă. Анатолий Павлович хальхи вăхăтра аслă хĕрĕпе Верăпа тата Елена кинĕпе пĕрле пурăнать. Тĕп килти пĕртен-пĕр ывăлĕ Юра та вăхăтсăр çĕре кĕнĕрен ашшĕн чĕри хытă ыратать. Хĕрĕсем тăтăшах килсе çÿрени, ăшшăн пуплени чун ыратăвне лăплантарма пулăшать. Альбина, Галина, Раиса, Тамара хамăр районтах пурăнаççĕ те тăван кил сукмакне тăтăшах такăрлатаççĕ. Хĕрĕсем пĕринчен тепри маттур. Хăйсен ĕçĕсенче чăн ăстасем. Кĕçĕнни, Олимпиада та, тăван кил ăшшишĕн тунсăхласанах тĕп хуламăртан вĕçтерсе çитет.

Анатолий Павлович ăрăва малалла тăсакансемпе – 11 мăнукĕпе, 12 кĕçĕн мăнукĕпе савăнать. Çамрăксене тăнăçлă та ырă пурнăç пехиллет.

Юратнă ашшĕне, аслашшĕ-кукашшĕне хĕрĕсемпе мăнукĕсем, кĕрÿшĕсем 90 çулхи юбилей ячĕпе чун-чĕререн саламлаççĕ, канлĕ ватлăх сунаççĕ. Çĕр çинче ĕçлесе хисепе тухнă çывăх çынни утса тухнă пурнăç çулĕ çăмăл пулман пулсан та çынлăхран тухманшăн, хăйсене ырă пурнăç пилленĕшĕн тав тăваççĕ, унпа мухтаннине пĕлтереççĕ.

В.АЛЕКСЕЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code