Среда, 21 февраля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Депутатсем канашларĕç

Депутатсем канашларĕç

Февралĕн 18-мĕшĕнче район администрацийĕн пысăк залĕнче районти Депутатсен пухăвĕн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Ăна район пуçлăхĕ – районти Депутатсен пухăвĕн председателĕ Ираида Васильева ертсе пычĕ. Пуху ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, район администрацийĕн структура подразделенийĕсен, предприяти-организацисен ертÿçисем хутшăнчĕç.

Депутатсем кун йĕркине кĕртнĕ 13 ыйтăва пăхса тухрĕç. Пуху председателĕ Ираида Васильева Депутатсен пухăвĕн иртнĕ çулхи ĕç-хĕлне тишкерсе отчет туса пачĕ, 2019 çулхи тĕллевсем пирки чарăнса тăчĕ. Районти Депутатсен пухăвĕ 18 депутатран тăрать. Пуху хăйĕн ĕçне регламентпа, планпа, Елчĕк район Уставĕпе килĕшÿллĕн йĕркелесе пырать. Пухăвăн пуçлăхĕпе унăн çумĕсĕр пуçне кунта депутатсенчен ялан ĕçлекен 3 комисси йĕркеленĕ. Отчетлă тапхăрта депутатсем пурĕ 10 пуху ирттернĕ.

Иккĕмĕш ыйтупа депутатсем Елчĕк районĕн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн 2035 çулчченхи Стратегине çирĕплетрĕç. Халăх суйлавçисем çавăн пекех Елчĕк районĕн Депутачĕсен пухăвĕн «Чăваш Республикинчи Елчĕк районĕн 2019 çулхи, планпа пăхнă 2020 тата 2021 çулсенчи бюджечĕ çинчен» Йышăнăва улшăнусем кĕртрĕç. Экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Марина Павлова 2018 çулта районти муниципалитет пурлăхне приватизацилессипе çыхăннă ĕç-хĕле пĕтĕмлетсе отчет туса пачĕ. Елчĕк районĕнчи полици пайĕн начальникĕ Алексей Алексеев полицин 2018 çулхи ĕç-хĕлне пĕтĕмлетрĕ.

Ларура ытти çивĕч ыйтусене те тишкерчĕç.

Е.ПЕТРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code