Вторник, 31 января, 2023   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Йышпа ĕçленине мĕн çиттĕр?

Йышпа ĕçленине мĕн çиттĕр?

«Прогресс» акционерсен хупă обществи 2018 çулхи ял хуçалăх çулталăкне пурĕ 12 миллион та 706 пин тенкĕ /рентабельлĕх – 9 процент/ таса тупăшпа вĕçленĕ.

Районти чи пысăк хуçалăхшăн – 5084 гектар çĕр лаптăкĕпе усă куракан, ферма тулли ĕне выльăх /1738 пуç/, сысна /5030 пуç/ ĕрчетекен, унсăр пуçне, укçа-тенкĕ тупăшĕсене май пур таран тата ÿстерес тĕллевпе 20 çул каяллах урăх нихăш хуçалăхра та çук хушма производство ĕçĕсене йĕркелесе яма пултарнă, урăхла каласан, хуçалăх уй-хирĕсенче çитĕнтернĕ тыр-пула, туса илнĕ аш-какая вырăнта ĕçлесе хатĕрленĕ хыççăн экологи тĕлĕшĕнчи таса продуктсене хăйсен лавккисенче сутакан ял хуçалăх предприятийĕшĕн çак кăтарту тивĕçтермелли шутланать-и? Ĕç епле йĕркеленсе пынипе килĕшме-çырлахма пулать. Çав вăхăтрах хăйсенчен çирĕп ыйтма хăнăхнă ертÿçĕсем çĕнĕ ĕмĕт-тĕллевсене пурнăçлассишĕн малтан-мала талпăннă пулĕччĕç. Акционерсен обществинчи уполномоченнăйсен пухăвне хутшăннă район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин, çĕршыв арканнă тапхăрта шăпах хăй председательте ĕçленĕскер, пĕрлешÿллĕ хуçалăха чăл-пар саланса каясран сыхласа хăварма анчах мар, производствăна та тивĕçлĕ шайра йĕркелесе пыма пултарнă çын, паллах, лару-тăрăва тишкерÿллĕ куçпа хакласа анлăн пĕтĕмлетрĕ. Вăл хальхи вăхăтра «Прогресс» тата ăнăçлăрах, тухăçлă ĕçленине курасшăн. Хуçалăх тĕрĕссипе чи пысăк кăтартусене çывхартма, кунта вăй хуракансем вара тулăх та пуян пурăнма тивĕçлĕ тесе шутлать вăл. Район администрацийĕн пуçлăхĕ ахальтен мар «Комбайн» тата «Победа» ял хуçалăх предприятийĕсен ĕçне тĕслĕх вырăнне илсе кăтартрĕ. Мĕншĕн тесен çĕршыв саланнă хыççăн пĕтĕм пурлăха пĕрчĕн-пĕрчĕн пуçтарса çĕнĕрен ура çине тăнă çак хуçалăхсенче производствăпа экономика кăтартăвĕсем кашни çул ÿссе пыраççĕ, çĕнĕлĕхсене алла илессине те малти вырăна хураççĕ.

Ферма ĕçченĕсем уяв, кану кунĕсене пĕлмесĕр ырми-канми вăй хунин тивлетне пула «Прогресс» АХОра отчетлă тапхăрта 7745 центнер, усă куракан 100 гектар çĕр пуçне шутласан 152 центнер аш-какай туса илни – районти чи лайăх кăтарту. Çитĕнÿсен вăрттăнлăхĕ, паллах, выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче вăй хуракансем хăйсен тивĕçне ăнланса тата тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланинче. Надежда Сенькина самăртакан ĕне выльăхсем куллен 1 килограмм ытла ÿт хушнă. Сысна ферминчи кăтартусем те лайăх: пурĕ – 5706, кашни тĕп амаран 26,5 çура илнĕ. Çура туса илессипе сарăлнă ăмăртура Антонина Карсаковăпа Мария Иванова, сыснасене самăртнă çĕрте Ирина Павловăпа Татьяна Данилова – чи малтисем. Хуçалăхра сăвăнакан ĕнесен шучĕ те пысăк — 615 пуç. Отчетлă тапхăрта 35436 центнер сĕт туса илнĕ, пĕр ĕне пуçне шутласан – 5762 килограмм. Уйрăм дояркăсен кăтартăвĕсем тата пысăкрах. Надежда Скворцова хăйне çирĕплетсе панă ушкăнри кашни ĕнерен 7437 килограмм сĕт сума пултарнă. Надежда Добронравова, Ева Герасимова, Татьяна Московская та хăйсен ĕçĕсемпе савăнтараççĕ. Пĕтĕмĕшле илсен, ял хуçалăх предприятийĕ выльăх-чĕрлĕх продукцийĕсене туса илме палăртнă тĕллеве туллин пурнăçланă. Чи кирли вара – ăна тивĕçлĕ хакпа сутасси. Ĕне ашне /1 центнер/ «Урожай» ОООри пек 12812 тенкĕпе, сысна ашне, «Комбайн» ЯХПК пек 10069 тенкĕпе, сĕте, «Победа» ООО пек 2035 тенкĕпе сутнă пулсан «Прогресс» АХО кассинче отчетлă тапхăрта 12 миллион та 889 пин тенкĕ ытларах укçа-тенкĕ пулмаллаччĕ. Халĕ çак укçа çухалнă – шывпа юхса кайнă пекех.

Нумай çул ăратлă ĕне выльăх ĕрчетессипе ятарласа ĕçлени сумлă анчах мар, усăллă та пулнă – вĕсене çитĕнтерсе сутнăшăн ял хуçалăх предприятийĕ патшалăхран уйăракан тĕллевлĕ укçа-тенкĕпе сахал мар усă курнă. Хальчченех ăратлă сысна ĕрчетессипе те тимленĕ пулсан, иртнĕ çул лицензи вăхăчĕ тухнă та, ăна урăх тăстарма шутламан. Юрий Чернов тĕп зоотехник выльăх-чĕрлĕх отраслĕн кăтартăвĕсемпе паллаштарнă май ăратлă сысна ĕрчетессипе тепĕр тапхăр /5 çул/ ĕçлеме кирлĕ хутсене хатĕрлесе çитерессипе çыхăннă йывăрлăхсем пирки чарăнса тăчĕ. Лайăх сăлтав: ĕç çук – шухăшĕ те çук.

Фермăри йышлă выльăх-чĕрлĕхе тăрантарма çирĕп апат никĕсĕ хывса хăварнă. Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене пысăк лаптăкран — 2161 гектар çинчен пухса кĕртнĕ, 1 гектартан тухакан вăтам тухăç 26,3 центнерпа танлашнă. Кĕр тыррисене кашни çулхи пекех 1000 гектар акса хăварнă. Анчах Александр Владимиров тĕп агроном ÿсен-тăран отраслĕнчи ĕçсем çинчен савăнса каласа кăтартнăн туйăнмарĕ. Отчетлă тапхăрта тыр-пул туса илни тăкаклă пулни, акса хăварнă кĕр тыррисем те шанчăклах пулманни, паллах, шухăшлаттарма тивĕçлĕ.

«Прогресс» АХОн ытарайми анлă уй-хирĕсемпе пысăк фермисем – пысăк тупра. Тĕп пуянлăхĕ вара – унăн ĕçчен çыннисем. Ял хуçалăх производствин ĕçне куллен 185 çын хутшăнать. Çакăн пек пысăк йыш районти урăх нихăш хуçалăхра та çук. Ушкăнра – пысăк вăй, умра тĕл пулакан йывăрлăхсене те пĕрлехи вăйпа çĕнтерме çăмăлрах. Ахальтен мар Петр Скворцов директор отчетлă докладра та: пирĕн лайăх ĕçлеме мĕн пур майсем пур, тăрăшулăха анчах ÿстермелле, терĕ. Тĕрĕс сăмахсем. Тăрăшсан çитĕнÿ пулатех….

Светлана АРХИПОВА.

Сăн ÿкерчĕксенче: район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин тата Петр Скворцов директор «Професси енĕпе чи лайăххи» ятсене тивĕçнисене чыслаççĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code