Понедельник, 15 августа, 2022   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Мĕн парнелем-ши?

Мĕн парнелем-ши?

Февралĕн 23-мĕшĕнче Раççейре çулсерен Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин кунне паллă тăваççĕ. Çак кун тĕрлĕ профессиллĕ, тĕрлĕ ÿсĕмри арçынсене саламласси ырă йăлана кĕнĕ.

2018 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне республикăра 576 пин арçын, вĕсенчен 231 пинĕ ялта пурăннă. Паянхи хÿтĕлевçĕсен пысăк пайĕ ĕçлеме пултаракан ÿсĕмре /16-59 çулсем/, арçын ачасемпе çула çитмен ачасем – 21 процент, ĕçлеме пултаракан ÿсĕмрен иртнисем – 16 процент.

Арçынсен вăтам ÿсĕмĕ 37 çулпа танлашнă. Чăваш Енре 90 çулхи тата унран иртнĕ 930 арçын пурăнать.

Уяв çитнĕ май хĕрарăмсем юратнă çыннисене мĕн парнелесси пирки пуçĕсене ватаççĕ. Чи çамрăк хÿтĕлевçĕне конструкторпа /499 тенкĕ/ е çемçе теттепе /477 тенкĕ/ савăнтарсан аван. Шкул ачине е студента ятарлă компьютер /ноутбук/ /25358 тенкĕ/ парнелени вырăнлă. Смартфон /7240 тенкĕ/ вара абонента яланах çыхăнура пулма пулăшать. Роликлĕ коньки /2217 тенкĕ/ е велосипед /7990 тенкĕ/ уçă сывлăшпа киленекенсемшĕн меллĕ. Чăн-чăн хуçалăх тытса пыракан ĕçне электродрель /3524 тенкĕ/ тата триммер /4782 тенкĕ/ çăмăллатĕ.

Хăвăрăн чунри кăмăл-туйăмăрсене уçас тесен тепĕр чухне комплиментсем калани те пысăк пĕлтерĕшлĕ.

ЧĂВАШСТАТ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code