Пятница, 1 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пулăçсем тĕл пулнă

Пулăçсем тĕл пулнă

Хĕллехи кун та хăратмасть юхан шывра пулă тытма юратакансене.

Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхĕнче Каркаларта çуралса ÿснĕ, судьяра тăрăшнă Р.Соловьева асăнса пулăçсен ăмăртăвĕ иртнĕ. Унта 15 команда хутшăннă. Пулăçсене район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин, унăн пĕрремĕш çумĕ – вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Леонард Левый, Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Валерий Петров саламланă.

Чи нумай пулă тытса «Ырсамай» команда /В.Арбузов, С.Кириллов, А.Чернов/ пĕрремĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Патреккелсен команди /Н.Петров, В.Доброхотов, Н.Петров/ иккĕмĕш, Елчĕкри «Кооперативная» команда /А.Семенов, А.Чернов, И.Бобров/ виççĕмĕш вырăнсене йышăннă. Ытти номинацисенче А.Алексеев, А.Салмин, П.Спиридонов, А.Чернов, Д.Портнов мала тухнă. И.Бобров тытнă пулă чи пысăкки пулнă. Чи пĕчĕк пулла А.Никитин тытнă.

Ăмăртăва Р.Соловьевăн Александр ывăлĕ Сергей Пчелов юлташĕпе йĕркеленĕ. Çĕнтерÿçĕсемпе призерсене парнесемпе грамотăсем парса хавхалантарнă.

Калас пулать, пулăçсен ăмăртăвне кашни çулах йĕркелеççĕ. Иртнĕ çулсенче вăл Патăрьелĕнче иртнĕ пулсан, кăçал ăна Родион Васильевич çуралса ÿснĕ тăрăхра ирттерни уйрăмах кăмăллă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code