Пятница, 11 октября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Кайăк-кĕшĕк грипĕ

Кайăк-кĕшĕк грипĕ

Кайăк-кĕшĕк грипĕ – хăвăрт сарăлакан вирус инфекцийĕ. Вăл мĕн пур вĕçен кайăксене ерме пултарать. Ирĕкри, уйрăмах вĕçсе килекен кайăксем инфекцие хăвăрт сараççĕ. Чир вирус ернĕ тискер вĕçен кайăксемпе хутшăннинчен пуçланать. Кайăк-кĕшĕк грипĕ çынна та ерме пултарать.

Вĕçен кайăксем кăнтăртан таврăнас вăхăт çитсе пынă май асăннă чир пирĕн тăрăха килсе ерес хăрушлăх та тухса тăрать. Çавна май пурин те сыхă пулмалли çинчен асăрхаттарасшăн. Çынсем чирлĕ кайăк-кĕшĕке тăрантарнă чухне гигиена йĕркисене пăхăнмасан, чирлĕ хур-кăвакалсене касса-вакланă чухне ?ÿчĕ çинчи аманнă, касăлнă вырăнсем урлă/, лайăх пиçмен аш-какай, çăмарта çисен чир ертме пултараççĕ. Грипп вирусĕ вĕри сывлăша чăтаймасть, вăл 60-65 градус вĕрире вилет. Кайăк-кĕшĕк ашне вăрах вăхăт пĕçерсен грипп вирусĕ пĕтет. Çăмартана 10 минутран кая мар пĕçермелле. Грипп вирусĕ çăмартара икĕ уйăх таран, аш-какайра 330-448 кун таран сыхланса юлма тата чире пуçарса яма пултарать.

Килте кайăк-кĕшĕк усракансен çак йĕркесене пĕлмеллех:

– хур-кăвакала, чăх-чĕпе, кăрккасене ирĕклĕ кайăк-кĕшĕкпе хутшăнма памалла мар, вĕсене килте хупса усрамалла;

– кайăк-кĕшĕке ытти выльăхсенчен уйрăм тытмалла;

– май пулсан вырăнта хатĕрленĕ комбикормпа кăна усă курмалла, пĕлнĕ-пĕлмен, ялтан-яла сутса çÿрекен выльăх апатне туянмалла мар. Сутакансенчен продукци тĕлĕшĕпе санитари хучĕсене ыйтăр;

– сунарçăсемпе пулăçсен те сыхă пулмалла: тытнă тискер кайăк сывă пулнине шанчăклăн пĕлмесĕр унран апат-çимĕç хатĕрлеме юрамасть;

– чăх-чĕп усракан витесен чÿречисене уçă тытмалла мар, тискер кайăксем вĕçсе кĕресрен асăрханса çуллахи вăхăтра алăксем çине сетка кармалла;

– кайăк-кĕшĕк туяннă чухне те асăрхануллă пулăр, ветеринари докуменчĕсене кăтартма ыйтăр;

– туяннă хыççăн кайăк-кĕшĕке 20 кун таран уйрăм пÿлĕмре ытти чăх-чĕпсемпе хутшăнтармасăр усрамалла. Ăнсăртран чирленĕ чăх-чĕп килти мĕн пур кайăк-кĕшĕке ан чирлеттертĕр тесе карантин ĕçĕсене ирттермелле.

Килте кайăк-кĕшĕк вилнине, çавăн пекех вĕсем чирленине асăрхасан çийĕнчех районти выльăх-чĕрлĕх чирĕсене хирĕç кĕрешекен станцине пĕлтермелле.

Д.БАЙМУШКИН,
эпизоотолог.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code