Понедельник, 9 декабря, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > ЖКХ ыйтăвĕсемпе

ЖКХ ыйтăвĕсемпе

Район прокурорĕ, юстицин аслă советникĕ Сергей Фирсов, райадминистрацин пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ – вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Леонард Левый, коммуналлă службăсен ертÿçисем районта пурăнакансене хăйсен ыйтăвĕсемпе йышăннă.

Ку чухне, тĕпрен илсен, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх ыйтăвĕсемпе çыхăннă законодательствăна мĕнле пăхăнса ĕçленине тишкернĕ. Хальхи вăхăтра пурне те кăсăклантаракан ыйтусем – йăлара усă курнă хытă каяшсене вăхăтлăха упрама контейнер площадкисене вырнаçтарассине татса парасси, вĕсене турттарса тухнăшăн тÿлемелли хаксене уçăмлатасси. Должноçсенчи яваплă çынсем вăйра тăракан законодательствăпа килĕшÿллĕн граждансен ыйтăвĕсем çине уçăмлă хуравсем панă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code