Среда, 21 февраля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ĕç – чун уççи

Ĕç – чун уççи

«Рассвет» ял хуçалăх производство кооперативĕн ĕне ферминче нумай çул вăй хуракансене – сăн ÿкерчĕкри Ирина Аввакумовăпа Анатолий Григорьева темиçе ĕç шанса панă.

Ирина Аввакумова пĕр вăхăтрах ветеринар, осеменатор ĕçĕсене пурнăçлама, 6 уйăха çитичченхи пĕчĕк пăрушкасене пăхма та ĕлкĕрет. Апла пулин те унран ÿпкелешсе калаçнине илтеймĕн, тивĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлать.

Анатолий Григорьев – ĕне фермин заведующийĕ. Ÿркенсе тăман çак çын лару-тăру тăкăс вăхăтра ĕне выльăхсене пăхма хутшăнать, скотник ĕçĕсене те тиркемест.

Ĕмĕрĕпе выльăх-чĕрлĕх ферминче пиçĕхекенскерсемшĕн кăмăл ыйтнипе суйласа илнĕ ĕç, чăннипех, чун уççи.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code