Воскресенье, 13 октября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пархатарлă хĕрсем

Пархатарлă хĕрсем

Хамăра çуратса ÿстернĕ атте-анне умĕнче эпир ĕмĕрех парăмра. Вĕсем пире çак çутă тĕнчене парнеленĕшĕнех…

Тĕнчене килнĕ хыççăнах тата ватăлса ку тĕнчерен каяс умĕн çын хÿтлĕхсĕр. Пĕчĕк чухне ачана ашшĕ-амăшĕ сăпка сиктерсе, мĕн пур лайăххине парса, хÿтĕлесе, пĕрремĕш сăмах, пĕрремĕш утăм тума тата пурнăçа вĕрентсе çитĕнтерет пулсан, ватлăхра вăйсăрланнă ашшĕ-амăшне пăхасси ывăл-хĕрĕн таса тивĕçĕ пулса тăрать. Кĕçĕнни мĕнлерех чунлă тата шухăш-туйăмлă çитĕнесси, вĕсене ватлăхра тĕрев пама пултарасси вара аслисем ăна мĕнлерех воспитани парса ÿстернинчен те чылай килет. Ватлăх куçран пăхсан ашшĕ-амăшне ытларах чухне ачисем пăхса юлашки çула ăсатаççĕ пулсан, пурнăçра тÿнтерле пулăмсемпе те час-часах тĕл пулатпăр – ывăл-хĕрĕ пур çĕртех ашшĕн е амăшĕн çын куçĕнчен пăхма тивет.

Паянхи статьяра манăн пархатарлă хĕрсем çинчен çырса кăтартас килет. Кÿлпуç ялĕнче пурăнакан Лида Сазонова ырă кăмăлĕпе палăрса нумаях пулмасть ваттисен çуртне ку тĕнчерен уйрăлса кайнă амăшĕн кресло-коляскине, кресло-тенкелне, эмелсем илсе килсе пачĕ. 1-мĕш ушкăнри инвалид 71 çула çитиччен пурăннă Александра Сазоновăшăн Лида хĕрĕ ватлăхра чăн-чăн тĕрев пулчĕ. Амăшне тивĕçлĕ пăхас тĕллевпех хулара чун туртакан ĕçĕнче тăрăшас ĕмĕтне пăрахăçларĕ вăл. Александра Егоровна Сазонова 3 ача çуратса ÿстерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă, вĕсене пурне те тивĕçлĕ воспитани панă. Асли Светлана хулара пурăнать. Вăл та тĕп хулапа ял хушшинчи çула кĕскетсе амăшĕ патне час-час килсе çÿрерĕ. Василий ывăлĕ вара йывăр чире пула 20 çултах пурнăçран уйрăлнă, чирлĕ амăшне тата та хуçса хăварнă çак хуйхă.

Тепĕр ырă тĕслĕх çинчен те каласа хăварас килет. Елчĕкре пурăнакан Людмила Егорова 2 урине те татнă амăшне вăрах вăхăт тивĕçлĕ пăхрĕ. Раиса Анисимова çак пурнăçран уйрăлсан вăл та кресло-коляскине пирĕн уйрăма килсе пачĕ. Турă пулăшса пытăрах вĕсене сăваплă та пархатарлă тивĕçе чыслăн пурнăçланăшăн.

Антонина ОСИПОВА,
Çирĕклĕ Шăхалĕнчи ватăсемпе сусăрсен вăхăтлăх пурăнмалли уйрăм заведующийĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code