Вторник, 31 января, 2023   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование > Ăс-тăна çирĕплетет

Ăс-тăна çирĕплетет

Кĕçĕн классене вĕрентекен учительсен тĕп тĕллевĕсенчен пĕри – ачасен çыхăнуллă пуплевне аталантарасси. Ку тĕллеве пурнăçа кĕртме класс тата ун тулашĕнчи вулав урокĕсем пулăшаççĕ.

Хам вĕрентекен ачасене пĕрремĕш кунранах кĕнекепе туслашма хăнăхтарса пыратăп. Çавăнпа та вăл вĕренÿре пулăшса пынине, шанчăклă юлташ, пĕлÿпе ырă кăмăл-туйăм çăлкуçĕ пулнине вĕренекенсем пĕчĕкренех хăнăхаççĕ. Вулав хăвăртлăхĕ те ÿсет вĕсен, чĕлхипе тавра курăмĕ аталанать.

«Юмах çĕршывне – хăнана», «Чи пултаруллă вулавçă», «Ача-пăча кĕнекисен эрни», «Литература каçĕ», «Литература вăййи» – класĕпех кĕтнĕ мероприятисем. Çак занятисенче вуласа тухнă кĕнекесемпе тĕплĕн паллашатпăр, юратнă сăнарсен ырă е усал енĕсене палăртатпăр, лайăх геройсенчен тÿрĕ чунлă, мал ĕмĕтлĕ пулма, ĕçе юратма, ашшĕ-амăшне, ваттисене хисеплеме, Тăван çĕршыва тата тăван чĕлхене хаклама вĕрентетпĕр.

Нумаях пулмасть Геннадий Волковăн «Кил илемĕ» кĕнекипе паллашрăмăр. Шăпах маларах асăннă ырă енсем вырăн тупнă ку хайлавра.

Хальхи вăхăтра ачасем пушă вăхăтне телевизор е компьютер умĕнче ирттерме тăрăшаççĕ. Ашшĕ-амăшĕ вĕсене килте те кĕнеке çумне çыпăçма хăнăхтарни, библиотекăна çул тупма пулăшни – ырă пулăм. Вулавăш ĕçченĕсем вара ачасен кĕнеке вулас туртăмне ÿстерме пĕлеççех.

А.САДОВНИКОВА,
Кушкăри вăтам шкулти кĕçĕн классен вĕрентекенĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code