Среда, 16 октября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Энтрюш тетен урокĕсем

Энтрюш тетен урокĕсем

Ĕçлекен трактор рулĕ умне ларса курнă хыççăн ачалăхри айванлăха пула хама хам: «Тракторăн та ăнĕ пур-ши?», – текен ыйту панăччĕ. Ун чухне пирĕншĕн, ялти çамрăк ачасемшĕн, паллах, трактор тĕлĕнтермĕш япала пекех туйăннă ĕнтĕ.

1957 çулта ялти пуçламăш шкулăн 4-мĕш класне вĕренме кайрăмăр. Пирĕн ачалăх хальхи пек компьютерсемпе, ноутбуксемпе, кĕсьене чиксе çÿремелли телефонсемпе çыхăнмарĕ. 1950 çулсен варринче пирĕн ялти пĕр çуртра та телевизор пулман. Хамăр касра Мария Сидоровна Кузнецован батарейпа калаçакан радиоприемник пурччĕ. Çуллахи ăшă кунсенче чÿречисене яриех уçса калаçтаратчĕç ăна. Пирĕн килте çакăнса тăнă пысăк репродуктор та /ăна калаçакан «хура турилкке» тетчĕç/ нумай килĕре пулман. Ун чухне ялти халăх кино курма клуба пуçтарăннă.

Эпир, ачасем, çуркуннехи-çуллахи вăхăтра хирсене тракторсем сухалама, тыр-пула çапса тĕшĕлеме килнине курма каяттăмăр. Пирĕн çак асамлă техникăсем çине ларса та çÿрес килетчĕ. Анчах аслисем пире: «Кунта кансĕрлесе ан çÿрĕр!», – тесе хăваласа яратчĕç. Пĕр-пĕринпе: «Хăш тракторĕ лайăх: кустăрмалли е гусеницăлли?», – тесе те нумай тавлашнă. Çакăн пек тавлашусенче тепĕр чухне, хĕрсе çитсен, чышкăсем те хута каятчĕç. Пире çак ыйту канăç паман: кустăрмаллă тракторăн рульне хăш енне пăратăн – малти урапи те çав еннех пăрăнать. Гусеницăллă тракторăн ураписем çук, анчах вăл та пăрăнать. Эпир вăл мĕнле çапла пăрăнма пултарнине пĕр-пĕрне ăнлантарса пама пултарайман çав ун чухне – ачапча!

Сентябрь уйăхĕнчи пĕр кунхине шкула утатăп. Çав вăхăтра ман хыçра пĕр сасă: «Ан васка, пĕрле каятпăр!», – тесе чĕнчĕ. Çаврăнса пăхрăм та, ку вăл хамăр касри тракторист – Указов Энтрюш тете пулах кайрĕ. Вăл ял çумĕнчи хире сухалама каять иккен. Аслă çын манпа – шĕвĕрккепе кăмăллăн калаçса утнипе савăнтăм, мăнаçлантăм та. Çакăнпа усă курса вăл мана хире суха тума тухсан тракторăн рульне тыттарасси пирки шантарса каланине аса илтертĕм. Вăл ман çине кăштах кулнă евĕр пăхса илчĕ те: «Халĕ трактор çинче манăн сменщик ĕçлет, эпĕ ăна ылмаштаратăп та кун çутипе хам ĕçлетĕп», – терĕ. Унтан пĕр кулмасăр: «Эпĕ хам каланине манса кайман, шкул хыççăн тÿрех трактор патне пыр!», – терĕ. Энтрюш тете çапла калани мана тата савăнтарса ячĕ.

Çак кун шкулти уроксем пит йывăррăн иртнĕн туйăнчĕç. Класăн хир енчи чÿречинчен час-часах çаврăнса пăхнăран учитель те темиçе хутчен асăрхаттарчĕ. Епле чăтса тăрăн, трактор сасси вăхăтран вăхăта çывăхранах илтĕне-илтĕне каять-çке!

Уроксем хыççăн киле çил пек вĕçтерсе çитрĕм. Асанне антарса панă апата унтан-кунтан пĕр кашăк хыпнă хыççăн ял хĕрринчи хире хăш вăхăтра чупса-вирхĕнсе çитрĕм пулĕ. Энтрюш тете Тапăр çырми тĕлĕнчи çĕре сухалама куçнă иккен. Вăл тракторне суха йăранĕ хĕрринех чарса лартнă, хăй Кĕçĕн Пăла юхан шывĕнчен витрепе шыв ăсса килчĕ, ăна радиатора ячĕ. «Мотора пăхса ятăм, çавăнпа трактора вăхăтлăха чарма тиврĕ», – терĕ вăл. Мана суха йăранĕ умне пырса тăратрĕ, сухаланă чухне тракторăн гусеницине мĕнле илсе пымаллине кăтартрĕ. Ун хыççăн трактор кабинин алăкĕ çине мĕн çырнине вулама ыйтрĕ. Эпĕ: «Проверь нейтраль!», – тенине сасăпах вулатăп. Мана тракторист вырăнне лартса «сцеплени педалĕ», «скорость», «газ» рычагĕсем мĕнле пулмаллине кăтартса, ăнлантарса пачĕ: «Двигателе хускатнă чухне скорость рычагĕ яланах «нейтраль» çинче пулмалла!», – терĕ. Çав вăхăтра хăй трактор кабининчен тухрĕ те двигателе хускатса ячĕ. Двигателĕн кĕр! кĕрлевĕ, трактор вĕттĕн чĕтресе тăни, пытармастăп, мана кăштах хумхантарчĕ те. Акă, Энтрюш тете хăй те кабинăна манпа юнашар вырнаçрĕ. Двигателĕн кĕрлевĕ хăлхана хупласа хунă евĕрех, çавна май вăл хытă сасăпа мана малтан кăтартнă пек ĕçсене хам тĕллĕн тума, трактора вырăнтан тапратма хушрĕ. Эпĕ сцепление пусрăм, хăвăртлăх рычагне пĕрремĕш çине лартрăм. Сцепление майĕпен ярса пынă май «газ» хушса пыратăп. Двигатель хăватлăн хăртлатса сасă панă хыççăн трактор пĕтĕм пĕвĕпе чĕтренсе илчĕ, унтан хускалса кайрĕ. Ман енчи гусеница çатăлтатнă евĕрлĕ хăйне майлă сасă кăларса пырать. Çакна эпĕ трактор кабинин чÿречинчен сăнатăп, çав вăхăтрах трактора суха йăранĕн хĕррипе илсе пыма тăрăшатăп. Çумрах ларса пыракан Энтрюш тете мана: «Ан хумхан, хăвна лăпкă тыт. Трактор çухалса каякан çынна юратмасть», – тесе те ăнлантарать. Çав вăхăтрах хăй хутран-ситрен мана пулăшса алăри рычагсене тытса трактора тÿрлесе илет. Трактор çине лариччен малтан кăштах шикленни, сисчĕвленни те таçта кайса çухалчĕ, чун-чĕре лăпланса лăштах кайнăн туйăнчĕ.
Кăмăлăм уçăлса кайнине пула трактор кабининче çирĕплетсе хунă шăвăç биркăна темиçе хут вула-вула илтĕм. «Трактор ДТ-54. Сталинградский тракторный завод имени Ф.Дзержинского» тесе çырса хуни халĕ те куç умĕнче тăрать. Хире сухаласа виçĕ çаврăм тунă хыççăн вăл трактора чарма хушрĕ. Кабинăри çÿхе троса аяккинелле илсе хучĕ. Ун чухне кăкарса çÿремелли плугсем гидравликăпа ĕçлемен. Çавăнпа плуг сухалама тытăнтăр тесе ăна антарса лартма е каялла улăхтарса лартма плуг çинчи автоматăн рычагне трактор кабининчен çÿхе троспа туртса ĕçлеттерсе ямалла пулнă.

Трактор кабининчен тухса хамăр ĕçе хак патăмăр. «Паянлăха çитет. Ку саншăн пĕрремĕш урок пултăр», – терĕ вăл мана куçран пăхса. Ун хыççăн хăй малалла ĕçе пикенчĕ. Епле айван пулнă, ун чухне ăна тав сăмахĕ калама та пĕлмен-çке.

Çакăн хыççăн нумай çул иртсе кайрĕ. Энтрюш тетен ытти урокĕсене те астивме тÿр килчĕ. 7 класс пĕтернĕ хыççăн çуллахи каникул вăхăтĕнче вăл мана хăйпе пĕрле плугарь пулма та илсе çÿрерĕ. Ун чухне вара манăн трактора çÿретме ытларах вăхăт тупăнчĕ. Вăл мана професси ăсталăхĕпе, вăрттăнлăхĕсемпе тĕплĕнрех паллаштарчĕ. Каярахри хамăн пурнăçра нумай тĕрлĕ трактора, двигателе «тĕпчеме», «чун» кĕртме тиврĕ пулин те трактор çине пĕрремĕш хут ларса курни, ăна уй-хирте ĕçлеттерни манăн асран тухмасть. Ун чухне трактор хамăн пĕчĕк аллăмсене итлесе ĕçленинчен пит тĕлĕннĕрен «тракторăн та ăс-тăнĕ пур» тесе шутланă ĕнтĕ.

Энтрюш тете – Андрей Алексеевич Указов пурнăçран уйрăлса кайнă ĕнтĕ. Апла пулин те пархатарлă ĕçĕпе чăннипе ят-сум çĕнсе илнĕ – «Прогресс» колхозра нумай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçлесе «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ механизаторĕ» ята, «Хисеп Палли», Октябрь Революцийĕн орденĕсене илме тивĕçлĕ пулнă çак çыннăн çутă сăнарĕ ăна пĕлекен çынсен асĕнчен нихăçан та тухас çук.

Унăн ĕçри çитĕнĕвĕсене колхозра, районта анчах мар, Чăваш Республикинче те шута илсе пысăк хак панă. Ахальтен мар ăна икĕ хутчен Чăваш Республикин Аслă Канашĕн Президиумĕн Хисеп грамотине парса чыс тунă. Андрей Алексеевичăн КПСС Чăваш тата Профсоюз обкомĕсен Хисеп грамотисем, патшалăх шайĕнчи медальсемпе Тав хучĕсем те сахал мар. Çаксем пурте Андрей Алексеевич «Прогресс» колхозăн «Хисеплĕ колхозникĕ» – хăй вăхăтĕнче ĕçре, обществăлла пурнăçра та палăрса тăракан çын пулнине витĕмлĕн уçса параççĕ. Энтрюш тете хăй вăхăтĕнче, чăн та, ял хуçалăх техникине чун-чĕрипе юратакан çын пулнă-çке. Çакăн пек çынпа мĕн ачаранах тĕл пулма тÿр килнĕшĕн хамăн пурнăçри шăпана тав тăватăп…

В.МОСКОВСКИЙ,
Акчел ялĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code