Понедельник, 22 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > РАЙОН ПУРНĂÇĔ: КУН ХЫÇÇĂН КУН

РАЙОН ПУРНĂÇĔ: КУН ХЫÇÇĂН КУН

«Салтак тÿми» акци

Паян Туберкулезпа кĕрешмелли пĕтĕм тĕнчери куна халалланă «Салтак тÿми» акци пуçланчĕ.

Акци вăхăтĕнче кашни шăматкун районти тĕп поликлиникăра уçă алăксен кунĕ иртет. Ун чухне пациентсем флюорографи тĕрĕслевĕ витĕр тухма, Л.Капламова врач-фтизиатртан консультаци илме пултараççĕ. Çавăн пекех республикăри туберкулезпа кĕрешекен диспансер та тĕрлĕ мероприяти ирттерме палăртнă. Учрежденире кунĕпех хĕрÿ лини телефонĕ ĕçлĕ.

Малти вунă команда йышĕнче

Иртнĕ шăматкун спортăн хĕллехи тĕсĕсен центрĕнче патшалăх тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче ĕçлекенсен спартакиади иртнĕ.

Йăлана кĕнĕ спартакиада йĕлтĕрçĕсен ăмăртăвĕнчен пуçланнă, вĕсем эстафетăра мала тухассишĕн ăмăртнă. Йĕлтĕр çине 50 ытла команда тăнă. Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен хушшинчи 26 командăран Елчĕксем малти вуннăмĕш командăсен йышне кĕнĕ.

Аса илтеретпĕр, спартакиада çулталăк тăршшĕпех пырать. Влаçра ĕçлекенсем хăйсене спортăн 13 тĕсĕнче тĕрĕслеççĕ.

«Çавра сĕтел» иртнĕ

Чăваш патшалăх истори архивĕнче «Пĕртăван Турхансем: вăхăт тата çынсем» ятпа «çавра сĕтел» иртнĕ.

Унта ЧР культура министрĕ К.Яковлев, Шупашкар епархийĕн викарийĕ Игнатий епископ, паллă историксемпе тĕпчевçĕсем, Турхансен тăванĕсем тата ытти сумлă çынсем хутшăннă. «Çавра сĕтелте» чăваш халăхĕн кун-çулĕпе культуринче тарăн йĕр хăварнă ентешĕмĕрсем – Андрей, Яков, Федор Турхансем çинчен çырнă кĕнекене хак панă. Палăртма кăмăллă: Федор Козловăн кĕнекине кăçал Чăваш Республикин Патшалăх премине илме тăратнă.

Çыравçăсем – лауреатсем

Чăваш наци библиотекинче республикăри таврапĕлÿçĕсен канашĕн çулталăкри пухăвĕ иртнĕ.

Пухура 2018 çулта пичетленсе тухнă кĕнекесене тишкерсе хакланă, уйрăм пултаруллă авторсене чысланă. Вăл йышра вулакан лайăх пĕлекен çыравçăсем те пур. Çирĕклĕ Шăхальти Илья Левый, акă, «Ял тымарĕ» кĕнекешĕн Куçма Элли ячĕллĕ преми лауреачĕ пулса тăнă. Аслă Пăла Тимешри Владимир Плотников /«Янтиковской школе – 130 лет»/, Санкт-Петербургра пурăнакан Владимир Беляев /«Герой Советского Союза А.Ф.Беляев.1908-1943»/ вара Элекçей Милли ячĕллĕ премие тивĕçнĕ. Саламлатпăр!

Пултаруллăскерсем

Тăрăмри культура çурчĕ çумĕнчи драма кружокĕн членĕсем Театр çулталăкне халалласа А.Эсхелĕн «Сăпса йăви» пьесине сцена çине кăларчĕç.

Хĕрлĕçырти культура çуртне ял çыннисем йышлă пуçтарăнчĕç. Сценкăра ялти пултаруллă çынсем вылянине курма питĕ кăмăллă пулчĕ. Валентина Петрова, Валентина Соловьева, Ольга Порфирьева, Лидия Кучакова, Алексей Волков рольсене ăста вылярĕç. Марфа сăнарне ĕç ветеранĕ Валентина Соловьева уйрăмах питĕ килĕшÿллĕ сăнарларĕ.

Ялсенче юрă-ташă ăстисем сахал мар. Вĕсене культура çурчĕ çумĕнчи пултарулăх коллективĕсене явăçтарни вырăнлă.

Л.КАШИРИНА.

Кĕтес уçасшăн

Елчĕкри тăван тавралăх халăх музейĕнче тĕрлĕ çулсенче Германире службăра тăнă, çав шутра Тăван çĕршывăн аслă вăрçинче пулнă хыççăн асăннă çĕршывра йĕркелĕхе тытса тăма хутшăннă салтаксен кĕтесне уçма палăртаççĕ.
Енчен те çакăн евĕр салтаксен сăн ÿкерчĕкĕсем, наградăсем, çырусем, аса илÿ хучĕсем пулсан музее пырса памалла. Ыйтусем çуралсан 8-927-862-03-00 номерлĕ телефонпа çыхăнма пулать.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code