Понедельник, 15 августа, 2022   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çамрăксен информаци кунĕ

Çамрăксен информаци кунĕ

иртнĕ Елчĕкри вăтам шкулта.

Унта район администрацийĕн вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн ертсе пыракан специалисчĕ Марина Вастулова, Елчĕкри халăх театрĕн режиссерĕ Дарья Степанова, районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрăн ертсе пыракан инспекторĕ Ольга Мисякова хутшăнчĕç.

Шкул ачисем куна ирхи зарядкăран пуçларĕç. Районта «Çамрăксем сывă пурнăç йĕркишĕн» акци пынă май Алексей Тихонов физкультурникпа пĕрле хăнасем те зарядка тăвакансен ретне тăчĕç. Унтан вунпĕрмĕшсемпе «çавра сĕтел» хушшинчи калаçу иртрĕ. Паян выпускниксемшĕн професси суйласа илесси питĕ кăткăс та яваплă. Çĕр тĕрлĕ профессирен пĕрне суйлама чăннипех те çăмăл мар. «Çамрăксем – Раççей пуласлăхĕ» презентацие пăхнă май шкул ачисем хăйсене хумхантаракан ыйтусен хуравĕсене тупрĕç. Информаци кунне хутшăннисем професси суйласа илес тĕлĕшпе хăйсен пурнăç опычĕпе те паллаштарчĕç. Шкулти Ирина Маленькая медсестра хăй суйласа илнĕ сăваплă професси пирки каласа пачĕ. Ольга Мисякова палăртнă тăрăх, 10 тĕрлĕ професси яланах ялта кирлĕ.

Кăçал çĕршывăмăрта Театр çулталăкĕ иртнĕ май Дарья Степанова районти халăх театрĕ çинчен каласа пачĕ. Районти ачасен «Сириус» драма коллективне çÿрекенсем «Ялта» спектаклĕн сыпăкне кăтартса пачĕç.

Марина Вастулова выпускниксене «Раççей çамрăкĕсем» тата «Раççей доброволецĕсем» çамрăксен информаци тытăмĕсем пирки, вĕсенче регистрациленмелли çинчен чарăнса тăчĕ.

О.КУЗЬМИНА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code