Понедельник, 22 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ĕнесене пĕтĕлентернин усси

Ĕнесене пĕтĕлентернин усси

Ăратлă тата пысăк продуктивлă мăйракаллă шултра выльăхсен хисепне ÿстермелли чи тухăçлă мел – ĕне выльăха искусствăлла майпа пĕтĕлентерни. Çак ĕçе районти ветеринари станцийĕн никĕсĕ çинче çирĕпленнĕ 3 пунктра /Елчĕкри ветеринари станцийĕ, Кĕçĕн Таяпари ветеринари участокĕ, Курнавăшри ветеринарин сиплев участокĕ/ йĕркелесе пыраççĕ.

Сĕт туса илесси, тĕпрен илсен, ĕнесен ăратлăхĕнчен килет. Пахалăхлă тата вăхăтра пĕтĕлентернĕ ĕне хăйне тĕрĕс пăхсан тата усăллă апатлантарсан çеç пăруланă хыççăн нумай сĕт антаракан пулма пултарать. Анчах пысăк сăвăм пултăр тесен пăруланă хыççăн 300 кун таран ĕнене маститран /çилли шыçасран/ сыхламалла. Ĕнене пĕтĕлентерме те тĕрĕс хатĕрлемелле: пăруланă хыççăн чир-чĕртен вăхăтра сиплемелле, вăл ытлашши самăр та пулмалла мар. Ăна хатĕрлесе çитермесĕр чуптарни – тухăçсăр ĕç тата вăрлăха сая яни.

Паллах, ĕне çулталăк тăршшĕпех нумай сĕт антарма пултараймасть. Вăл çулталăкра пĕр хутчен пăруламалла. Енчен те эпир ĕнене 305 кун сăватпăр пулсан, тепĕр 60 кун ăна кантармалла.

Ĕнесене искусствăлла майпа пĕтĕлентерни ăратлă вăкăрсем тытса тăрас тăкака чакарать тата вăкăрсенчен тĕрлĕ чир ересрен сыхлать. Тĕрлĕ анатоми чирĕсемпе аптăракан, амалăх органĕсем сиенленнĕ ĕнесене те искусствăлла майпа пĕтĕлентерме пулать. Анчах çак меслетĕн тухăçлăхĕ те тĕрĕс, пĕлсе ĕçлесен анчах пулать. Елчĕк районĕнчи ветеринарсем ĕнесем хĕсĕр юлассине сирес тата вĕсен амалăх органĕсемпе çыхăннă чирсене вăхăтра сиплес ĕçе çÿллĕ шайра тытса пыраççĕ. Ĕнесене искусствăлла майпа пĕтĕлентерессипе ĕçлекен çÿлерех палăртнă пунктсенче пуринче те кирлĕ оборудовани тата ĕç хатĕрĕсем çителĕклĕ. Ĕне-пăрусене пĕтĕлентерес ĕçе пысăк квалификациллĕ ветеринари специалисчĕсем пурнăçлаççĕ. Тĕрлĕ ăратлă вăкăрсен вăрлăхĕсене «Чувашское» ОАОран туянаççĕ. Çак ĕçе пурнăçланин хакĕ хальхи вăхăтра 882 тенкĕпе танлашать. Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерстви ĕне-пăру усракансене ăратлă вăкăрсен вăрлăхне туянса тăкакланă укçан 70 процентне /224 тенкĕпе танлашать/ республика бюджетĕнчен субсиди парса пулăшать. Субсиди илес тесен çак документсем кирлĕ: паспорт, ИНН копийĕ, укçа куçарса памалли реквизит /универсаллă перекет кĕнеки/, хуçалăх кĕнеки çинчен çырса панă выписка, ĕне чуптарнăшăн тÿленĕ квитанци копийĕ.

И.МАКАРОВА,
районти ветеринари станцийĕн ертсе пыракан ветврачĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code