Понедельник, 9 декабря, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование > Каникулта вулама

Каникулта вулама

Çуркуннехи каникул та çитрĕ. Хĕвел ăшăрах пăхма тытăнчĕ. Кунĕпе выляса та ĕшенетĕн. Уçăлса кĕнĕ хыççăн мĕнле те пулин интереслĕ кĕнекене алла илсен вуласа тухмасăр та пăрахаймастăн. Çамрăк вулакансене Чăваш кĕнеке издательстви çĕнĕ топ-6 кĕнеке сĕнет.

1. Светлана Гордееван «Буквы в букете» сăвăсен пуххи хитре чечексен тĕнчине йыхравлать. Вырăс алфавитĕнчи кашни сас палли валли кĕнекере илемлĕ чечек тупăнатех.

2. Леннебергри Эмиль чăвашла калаçма тытăннă! Чăваш кĕнеке издательствинче паллă швед çыравçин Астрид Линдгренăн произведенине пуçласа чăвашла куçарса кăларнă. Лара-тăра пĕлмен Эмиль тĕрлĕ мыскарасемпе ашшĕ-амăшне пĕр канăç памасть. Çывăхри хуторсенче пурăнакансем те ывăнса çитнĕ, ашкăнчăк ачаран хăтăлас тĕллевпе ăна Америкăна яма укçа та пуçтарнă…

3. Эсир пушмак тăхăннă мулкач чупнине курнă-и; Çук, Лев Кадкин писатель хăй куçĕпе курнă, «Заячьи ботинки. Мулкач пушмакĕ» кĕнеке çырнă. Чăвашла Юрий Сементер куçарнă.

4. Василий Сухомлинскийĕн хайлавĕн геройĕсем расна характерлă ачасем, автор вĕсен ырă кăмăллăхне, çынлăхне, ыттисене пулăшу пама хатĕррине кăтартать.

5. Надежда Медюкован «Клад для Настеньки» кĕнеке ачасемпе ашшĕ-амăшĕшĕн те усăллă, кăсăклă пулĕ. Мĕншĕн ют çын япалине илме юрамасть; Мĕн вăл совесть; Çынна мĕн илем кÿрет; Кашни истори тăрăх çак ыйтусене хурав пама, ăнлантарма пулать. Кашни калав, юмах хыççăнах ыйтусем тата кроссвордсем пур.

6. Эсир тĕрĕксем пирки илтнĕ-и; Çук; Апла пулсан «Сказки тюркских народов» кĕнекене вулама васкăр. Ăна вырăсла та, чăвашла та «?Туссен юмахĕсем»/ вулама пулать.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code