Пятница, 1 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Общество и право > Пÿртне сутнă та – çуртсăр

Пÿртне сутнă та – çуртсăр

Следстви комитечĕн республикăри органĕсем Елчĕк ялĕн экс-пуçлăхĕ тĕлĕшпе УК 286 статйин 2 пайĕпе уголовнăй ĕç пуçарнă. Вырăнти хăй тытăмлăхĕн органĕн пуçлăхĕ пулнăскере должность полномочийĕсен картинчен тухнă тесе шанмаççĕ.

Следстви версийĕ çапларах: райцентр пуçлăхĕ 2016 çулта правăна пăснă – хăйĕн пĕлĕшĕн интересĕсене тĕпе хурса ăна патшалăх программипе килĕшÿллĕн çурт тума е туянма социаллă тÿлев памалли йышăну кăларнă. Хĕрарăма 560 пин тенкĕ ытла куçарса панă – бюджета çак виçелĕх сиен кÿнĕ. Чăннипе вара çав çыннăн социаллă тÿлев илмелли право пулман, мĕншĕн тесен вăл еткере илсе юлнă çуртне 2015 çулта анчах сутнă – пурăнмалли условийĕсене япăхлатнă. Хĕрарăм çавăн хыççăн 5 çул иртсен анчах финанс пулăшăвĕ илме пултарнă.

Следстви пырать. Ĕç-пуçа уçăмлатнисĕр пуçне бюджета кÿнĕ сиене саплаштарасси пирки те манмĕç. Çак тĕслĕхе ЧР финанс министерстви тупса палăртнă. Уголовлă ĕçе шалти ĕçсен органĕсем панă материалсем тăрăх пуçарнă. Суд Елчĕк районĕн администрацийĕн айăпланаканран ăна саккуна пăсса панă социаллă тÿлеве шыраса илме тăратнă тавăçне тивĕçтернĕ.

А.ИВАНОВ,
РФ Следстви комитечĕн Чăваш Республикинчи следстви управленийĕн Патăрьелĕнчи районсем хушшинчи следстви пайĕн ертÿçи.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code