Пятница, 11 октября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Культура > Юратнă ĕçре телейне тупнă

Юратнă ĕçре телейне тупнă

Кĕçĕн Таяпа ялĕнчи культура керменĕ аякранах мăнаçлăн курăнса ларать. Вăл капмар, икĕ хутлă. Пĕлтĕр культура çуртĕнче пысăк юсав ĕçĕсем ирттернĕ. Ун хыççăн унта пушшех ăшăлăх, хăтлăх хуçаланма пуçларĕ. Ахальтен мар иртнĕ çулхи ĕç итогĕсем тăрăх культура çурчĕ чи лайăххисен йышне кĕчĕ. Паллах, çакăнта унăн ертÿçин Глафира Григорьеван тÿпи калама çук пысăк.

Ялти культура вучахĕ самантлăха та сÿнмест. Кунта кашни кун тенĕ пекех мĕнле те пулин мероприяти, тĕл пулу иртеççĕ. Ытти чухне кружоксене çÿрекенсем репетицие пуçтарăнаççĕ. Клуба илемлĕ юрлама, ташлама пултаракансем çеç мар, культурăпа искусствăна хаклама пĕлекенсем те йышлăн пуçтарăнаççĕ.

Ял халăхне культура çуртне пухасси çăмăл ĕç мар. Юрать-ха пирĕн Глафира Германовна кампа мĕнле калаçмаллине питĕ лайăх чухлать. Халăхпа пĕр чĕлхе тупнăран «Салампи» ушкăн, акă, районти «Хавхалану çăлкуçĕсем» фестиваль-конкурсра та палăрчĕ. Фольклор ансамбльне çÿрекенсем туслăх, тăванлăх, юрату юррисене шăрантарма тухсан куракан тăвăллăн алă çупнине итлеме кăмăллă. «Салампие» тĕрлĕ професси çыннисем çÿреççĕ. Пултаруллă хĕрарăмсем ăста алăллă та.

Иртнĕ кунсенче районта «Театр тĕнчинче» конкурс-фестиваль иртрĕ. Кĕçĕн Таяпасем «Çÿпçипе хупăлчи» спектакле халăх патне çитерессишĕн хавхаланса вылярĕç. Тăрăшни сая каймарĕ, Глафира Германовна ертсе пыракан «Театр ăстисем» драма коллективĕ районта А.Чебановăн «Вĕлтрен кайăкĕ» пьесипе «Чи лайăх драматурги» номинацире çĕнтернĕ.

– Ырă ятсене тивĕçнĕ çĕрте культура çуртне çÿрекенсен, сцена ăстисен тÿпи пысăк. Пĕччен ĕçленипе нимĕн те тăваймăн, – тет заведующи сăпайлăн.

Çавăн пекех вăл культура ĕçне пысăк тÿпе хывакансене тăтăшах тав сăмахĕ калать. Чăваш халăхĕн йăли-йĕркине упраса хăварас тата çак ĕçе çитĕнекен ăрăва явăçтарас тесе нумай тăрăшать.

Глафира Германовна шанса панă ĕçе юратса, чунне парса пурнăçлать. Культура сферинче 18 çул тăрăшать. Вăл ытларах шÿтлĕ калавсем çырса, спектакльсенче тĕрлĕ сăнара ăста калăпланипе палăрать. Унсăр пуçне хăех пьесăсем те хайлать. Хăй мĕн пултарнине çамрăксене вĕрентме тăрăшни епле ырă ĕç тата!

Глафира Григорьевăна Турă хăех культурăра тăрăшма пилленĕ пулĕ. Вăл Красноармейски районĕнчи Очкасси ялĕнче кун çути курнă. 35 çул каялла хамăр ял ачипе, Вячеслав Григорьевпа, паллашса çемье çавăрнă. Тĕрлĕ ĕçре тĕрĕсленĕ вăл хăйне. Вырăнти комсомол организацийĕн секретарĕ, вĕрентекен… Яланах халăх хушшинче. Ял çыннисемпе, ватă-и вăл е çамрăк, пуринпе те пĕр чĕлхе тупма тăрăшать. Обществăлла ĕçре те хастарскере Кĕçĕн Таяпари хĕрарăмсен канашĕн председателĕн тивĕçне те шаннă. Районти культурăпа спорт фестивальне ял тăрăхĕнчи хĕрарăмсене епле пысăк хавхаланупа явăçтарнине курма кăмăллă. Ыттисене ертсе пынипе кăна çырлахмасть, хăй те спорт мероприятийĕсене хастар хутшăнать.

Тунă çитĕнÿсемпе çырлахса лармасть вăл: çĕннине шырать, ăна пурнăçа кĕртессишĕн мĕнпур ăсталăхне парать. Калăпăр, культура ĕçченĕсем ял тăрăхĕнчи сумлă ватăсене юбилейсемпе саламласси ырă йăлана кĕнĕ. Ăшă кăмăлтан янратакан салам юррисене итлесен хисеплĕ ватăсем куççульне те пытараймаççĕ. Ял тăрăхĕн специалисчĕсемпе, библиотекарьпе пĕр çуртра туслă вăй хунинчен те килет ĕçри хисеп. Наталия Муллина культорганизатор хăйĕн аслă юлташĕнчен нумай вĕренсе пырать. Юратнă ĕçре телей тупнă Глафира Германовна. Çавăнпах пурнăç урапи малтан-мала куçса пынине те сиссе юлаймасть вăл. Никам та ăна ултă теçетке çула хыçа хăварнă тесе шутламасть. Вăй-халĕ иксĕлми тапать-ха унăн…

Алевтина ИВАНОВА.

Сăн ÿкерчĕкре: малти ретре – Г.Григорьева.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code