Понедельник, 22 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > РАЙОН ПУРНĂÇĔ: КУН ХЫÇÇĂН КУН

РАЙОН ПУРНĂÇĔ: КУН ХЫÇÇĂН КУН

Çивĕч ыйтусем тавра

Райадминистрацин пуçлăхĕ çумĕнчи Елчĕк районĕн пĕрлештернĕ бюджечĕн тупăш пайне ÿстерес, ĕç укçине вăхăтра тата туллин тÿлес, ĕç укçине «конвертпа» тÿлессине асăрхаттарас енĕпе ĕçлекен комиссин ларăвĕ иртнĕ. Ăна комисси председателĕн заместителĕ – райадминистрацин пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Леонард Левый ертсе пынă.

Лару ĕçне Раççей Федерацийĕн налук службин Чăваш Республикинчи районсем хушшинчи 2-мĕш номерлĕ налук инспекцийĕн ертÿçи Вячеслав Антонов, районти уйрăм предпринимательсемпе пĕчĕк тата вăтам предприятисен ертÿçисем хутшăннă. Кун йĕркине кĕртнĕ тĕп ыйтусем налука, бюджет тÿлевĕсене вăхăтлă тÿлессипе тата пуçтарассипе, ĕçченсене ĕç укçине пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçерен кая мар шалупа тивĕçтерессипе çыхăннă. Муниципалитет харпăрлăхĕнчи çĕрсене арендăна панинчен районăн пĕрлештернĕ бюджетне кĕрекен тупăшсен пайне тишкересси те çивĕч ыйтусен шутĕнче пулнă.

 

Вăрçă ветеранĕсем тимлĕхре

Районта паянхи кун 13 вăрçă участникĕ, 74 салтак арăмĕ тата 419 тыл ветеранĕ пурăнать.

Кĕçех Тăван çĕршывăн аслă вăрçинче Çĕнтерÿ тунăранпа 74 çул çитет. Çак куна халалласа районти халăха социаллă пулăшупа тивĕçтерекен центр ĕçченĕсем пушар асăрхавĕн районти уйрăмĕн инспекторĕсемпе пĕрле ветеран-фронтовиксен, салтак арăмĕсен тата тыл ĕçченĕсен килĕсенче пулса вĕсен пурнăç условийĕсемпе, сывлăхĕпе паллашаççĕ. Хальлĕхе специалистсем Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕнчи ялсенче пулнă.

 

Сывă пурнăç йĕркишĕн

акципе килĕшÿллĕн районта тĕрлĕ мероприяти йĕркеленет. Вăл апрелĕн 30-мĕшĕчченех тăсăлать.

Çак акцие халалласа шкулсемпе культура çурчĕсенче ачасемпе çамрăксен пушă вăхăтне усăллă ирттерес, вĕсене физкультурăпа тата спортпа туслă пулма хăнăхтарас тĕллевпе тĕрлĕ вăйă-ăмăртусем йĕркелеççĕ.
Асăннă акцие халалласа Тÿскел ялĕнчи культурăпа кану центрĕнче çак кунсенче сĕтел çи теннисĕн ăмăртăвĕ иртнĕ, унта çамрăксем хастар хутшăннă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code