Понедельник, 22 июля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Салам, Кĕнеке эрни!

Салам, Кĕнеке эрни!

Пирĕн çĕршывра ачасемпе çамрăксен кĕнеке эрнине 1943 çултан пуçласа çулсеренех паллă тăваççĕ.

Районти тĕп библиотекăн ача-пăча уйрăмĕнче те эрнене халалланă мероприятисем куллен иртеççĕ. Чи малтанах ачасене Театр çулталăкне халалланă альбомсем кăтартрăмăр. Çамрăк вулакансем театрсем, артистсем çинчен нумай çĕннине пĕлчĕç. Çавăн пекех чылай çул ырă йăлана кĕнĕ иртнĕ çулхи чи нумай вулакана палăртрăмăр. Вĕсем – Елчĕк шкулĕнче вĕренекенсем – Светлана Клементьева /3 «а» кл./, Владислава Клементьева /5 кл./, Роман Мартышкин /4 «а» кл./. «Чи çамрăк вулакан» номинацире шкула та кайман Владимир Петров, «Чи нумай вулакан класс ертÿçи» ята Елчĕкри пуçламăш классен учительници Татьяна Васильева тивĕçрĕç.

Эрне тăршшĕнче ача-пăчана кăсăклантаракан тĕрлĕ мероприяти йĕркелеме тăрăшрăмăр. Библиотекăран ачасем татăлманни савăнтарчĕ.

Л.КУДРЯШОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code