Среда, 24 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Общество и право > «Тимĕр ут» ураланать

«Тимĕр ут» ураланать

Çулсем юртан тасалсанах халăх велосипедсене хута ярать. Çак меллĕ те перекетлĕ транспорт хатĕрне темшĕн упрасси пирки ăна çухатсан анчах аса илетпĕр нумай чухне.

Шăпах çак тапхăрта велосипед çухалнă тĕслĕхсем йышланаççĕ. Сăлтавĕ – хуçисем тимсĕр пулнинче. Сыхлăх çинчен манса «тимĕр ута» час-часах лавкка, кафе, подъезд, тĕрлĕ предприяти-организаци çурчĕсен умне тăратса хăварни чылай чухне кăмăла хуçать – велосипед хуçи каялла тухиччен вăл «ураланать».

Çавăнпа та йĕрке хуралĕн ĕçченĕсем халăха тимлĕ пулма, хăйсен пурлăхĕшĕн яваплăха туйма, транспорт хатĕрне никамсăр пăрахса хăварасран асăрханма ыйтаççĕ. Енчен те çывăхра паллакан çынсем пулмасан вĕсене ятарлă çăрасемпе тимĕр картасем çумне çирĕплетсе е видеосăнавсен умне хăварма тăрăшăр. Пурлăха çухаличчен упрар.

Э.НИКОНОВ,
полицин районти пайĕн начальникĕн çумĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code