Воскресенье, 13 октября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Тăвăлпа хуçăлман, усала парăнман

Тăвăлпа хуçăлман, усала парăнман

Çăмăл пулман 79 çул каялла Кушкă ялĕнче кун çути курнă Лидия Рыбкинан пурнăçĕ. Çичĕ класс пĕтернĕ хыççăн малалла вĕренме май килмен унăн. Çамрăклах пĕрлештернĕ хуçалăхра ĕçлеме тытăннă. Бригадир кирек мĕнле ĕç хушсан та хирĕçлесе тăман хĕр, патварлăхпа палăрнă.

Ĕçчен те сатур, хитре те яштака, сăпайлă пикене Аслă Пăла Тимеш каччи куç хывнă. Юрий Муляков ашшĕ-амăшĕсĕр ÿснĕ. Сăмах май каласан, ялти чи маттур каччăн ашшĕ вăрçă хирĕнче выртса юлнă. Амăшĕ колхозра звеньевой пулса ĕçленĕ. Вăл çулсенче «Победа» хуçалăх кантăр туса илессипе ĕçленĕ. Кантăр суллисем, вăйлă çумăр çунине пула, юхса кайма тытăннă. Кирек мĕнле ĕçе те чунне парса тăрăшакан хĕрарăм кунĕпе те шывран тухмасăр сулăсене тытса юлма тăрăшнă. Витĕр шăннăскер йывăр чирлесе ÿксе 41 çултах пурнăçран уйрăлнă. Икĕ ывăл, Тольăпа Юрий, тăлăха юлнă. Вĕсене аслашшĕпе асламăшĕ пурнăç çулĕ çине тăма пулăшнă.

Çар службинчен таврăннă Ю.Муляков колхозра шофер пулса ĕçленĕ. Çулсем иртнĕ май мăнукĕн аслашшĕпе асламăшне пăхмалли вăхăт та çитнĕ. Юрий пĕр тăхтаса тăмасăр çемье çавăрма шухăш тытнă. Çапла вара чун-чĕререн кăмăлланă Лиди-йăна хăйĕн мăшăрĕ пулма килне илсе кĕнĕ.

1961 çулхи кăрлач сиввинче ялта Муляковсен çемйи чăмăртаннă. Çулталăкран çемьере йыш хутшăннă. Пĕрремĕш тĕпренчĕкне Луиза ят хунă телейлĕ мăшăр. Çулсем иртнĕ май тепĕр хĕр пĕрчи çуралнă. Лариса хыççăн виççĕмĕшĕ – Анисса – кун çути курнă.

Çемье телейĕпе çиçекен арçын куллен рейса васканă. Ĕçри çитĕнÿсемшăн Юрий Александрович пĕрре кăна мар Хисеп хучĕсене тивĕçнĕ.1968 çулта пултаруллă та харсăр шофера «Ĕçри хастарлăхшăн» медаль парса чыс тунă. Çав çулхинех ăна Чăваш АССР Министрсен Канашĕн Мухтав хучĕпе чысланă.

Тăнăç пурнăçа пĕр кĕтмен çĕртен пысăк инкек килсе хуçать. 1969 çулхи раштав уйăхĕнче прицеп çинчи пысăк пĕренесем ишĕлсе аннипе вăй питти арçыннăн çурăм шăмми хуçăлать. Пĕр самантра ĕç паттăрĕ пĕрремĕш ушкăн инваличĕ пулса тăрать. Ку вăхăтра 29 çулхи виçĕ ача амăшĕ тăваттăмĕшне кĕтнĕ. Чĕвĕл-чĕвĕл чĕлхеллĕ тĕпренчĕкĕсемпе тата виçĕ уйăхри хырăмпа хăй тĕллĕн утма-тăма пултарайман савнă мăшăрĕпе малалла талпăнма мĕн чухлĕ вăй-хал, чăтăмлăх кирлине ăнланнă мăнтарăн хĕрарăмĕ. Чĕри таткаланса çурăлнăн, куçран куççуль вырăнне юн юхнăн туять çамрăк арăм. Шăлĕсене хытă çыртать, çĕрĕпе минтере куççулĕпе çăвать.

Чылай вăхăт сипленнĕ хыççăн çемье пуçĕ больницăран тухать. Малашнехи пурнăç пĕтĕмпех хĕрарăм çине тиенет. Лидия Семеновна Аслă Пăла Тимешри участок больницинче санитаркăра ĕçлеме тытăнать. Ачисемпе мăшăрне пăхса тăма ĕç вырăнĕ хăйсен çурчĕпе юнашар пулни те чылай çăмăллăх кÿрет ăна. Вăл хăйĕн юратăвĕпе, тимлĕхĕпе савнă мăшăрне аманнă хыççăн 34 çул пăхса усрама хал çитерет. Чăтăмлă хĕрарăм çемьен йывăр лавне пĕччен сĕтĕрет. Хĕр ачисене тивĕçлĕ воспитани парса, çĕршыва кирлĕ çынсем çитĕнтерет. Ĕç ветеранĕн архивĕнче шаннă ĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланăшăн панă Хисеп грамотисемпе Тав хучĕсем упранаççĕ.

Муляковсен аслă хĕрĕ, Луиза, Шупашкарти Электроприбор заводĕнче ĕçлет. 2017 çулта вăл «Чăваш Республикин çăмăл промышленноçăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ята тивĕçнĕ. Лариса РФ Пенси фончĕн Чăваш Енри управленийĕнче тăрăшать. Анисса Перекет банкĕн Шупашкарти тĕп офисĕнче смена начальникĕн тивĕçĕсене пурнăçлать. Кĕçĕн хĕрĕ вара яланах амăшĕ çывăхĕнче. Унăн тĕревĕ пулса районтах пурăнать. Неонила Патăрьелĕнчи больницăра тĕп врач çумĕ пулса вăй хурать.

Лидия Семеновнăн хĕрĕсем пурте çемьеллĕ. Вăл 6 мăнукĕпе тата 3 кĕçĕн мăнукĕпе савăнать.

Ĕмĕр тăршшĕпех çынна ырă тăвас, май пур таран пулăшас тесе пурăнать паттăр хĕрарăм. «СССР хисеплĕ донорĕ» паллăна та ахальтен тивĕçмен вăл. 57 хутчен юн парса нумай çыннăн пурнăçне çăлса хăварма пулăшнă.

– Çăмăл пулмарĕ шăпам. Ир куçсене уçсан та, каçхине куçсене хупиччен те кашни кунах Турра кĕл тăваттăм, унран пулăшу ыйтаттăм. Паллах, хуйхă-суйхăна Турă пулăшмасăр çĕнтерме пултарайман пулăттăм эпĕ, – тет Лидия аппа.

Çулне кура мар хитре сăн-питлĕ хĕрарăм хуçалăхне çирĕп тытса пырать. Вăй çитнĕ таран чăх-чĕп, качака усрать. Пахча çимĕç ÿстерет. Ачисемпе мăнукĕсем килнĕ çĕре тулăх кĕреке хатĕрлет.

Тăвăлпа хуçăлман, усала парăнман çепĕç чунлă чăваш хĕрарăмĕн ватлăхра сывлăхпа ырлăх, канлĕх пултăр.

З.ПОРТНОВА,
Аслă Пăла Тимешри ветерансен канашĕн ертÿçи.
Сăн ÿкерчĕкре: Л.Мулякова.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code