Чăваш Ен Правительствин тата ЧР транспорт министерствин пуçарăвĕпе çулсеренех майăн 3-12-мĕшĕсенче Тăван çĕршывăн аслă вăрçин ветеранĕсемпе ăна илсе çÿрекене республика территорийĕнче транспорт хатĕрĕсемпе тÿлевсĕр çÿретессине йăлана кĕртнĕ.
Çак тапхăрта вăрçă ветеранĕсен кирек хăш транспорт хатĕрĕпе те /таксисĕр пуçне/ тÿлевсĕр çÿреме ирĕк пур.