Среда, 30 ноября, 2022   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Мăнкун уявĕ

Мăнкун уявĕ

Мăнкун ячĕпе эпир Христос чĕрĕлсе тăнă куна уявлатпăр. Турă еврейсене чуралăхран ирĕке кăларнă, пире те чĕрĕлсе тăрса çылăхсемпе вилĕмрен хăтарнă.

Христос тунă кашни тĕлĕнтермĕш хăйне ĕненекенсен хисепне нумайлатма пулăшнă. Иисус Христос хăйĕн вилнĕ тусне Лазаре чĕртсе тăратнă хыççăн Çăлакана ĕненекенсем татах та нумайланнă. Çакна курсан иудăсем хăраса ÿкнĕ, халăх ăна ан ĕнентĕр тесе суя свидетельсем тупнă. Хăйне Турă ывăлĕ вырăнне хурса халăха влаçа хирĕç пăлхатать тесе айăпланă вĕсем Христоса. Çакăншăн ăна суд тунă, вĕлерме йышăннă. Эрнекун еврейсен пасхи умĕн ирхине тăхăр сехетре Иисус Христоса вăрă-хурахсемпе пĕрле хĕрес çине пăталаса хунă. Кăнтăрла иртсен виçĕ сехетре вара хĕвел тĕксĕмленнĕ, çĕр чĕтренсе илнĕ, пысăк чул муклашкисем çурăла-çурăла кайнă, чиркÿ каррисем çуркаланса пĕтнĕ. Хĕрес çинчи Иисус Христос пуçне уснă та чунне кăларнă. Çакăн хыççăн унăн вĕренекенĕсенчен иккĕшĕ Иосифпа Никодим ирĕк ыйтса Христосăн таса кĕлеткине хĕрес çинчен илнĕ те шурă пирпе чĕркесе сăрт хăвăлне пытарнă, анине вара чулсемпе хупласа хунă. Анчах çакăн хыççăн та Турă тăшманĕсем лăпланман. Вĕсем правитель патне пынă та Турă тупăкне хураллама ыйтнă. Унсăрăн вĕренекенĕсем килсе унăн кĕлеткине вăрласа кайса Христос чĕрĕлсе тăнă тесе калама пултараççĕ, тенĕ вĕсем. Çапла вара Турă тупăкĕ патне хурал тăратнă, унта кĕмелли вырăна паллă туса питĕрсе илнĕ. Шăмат кун çур çĕрте çĕр çав тери вăйлă чĕтреннĕ. Хуралта тăракансем шап-шурă тумлă ангела курнă. Вăл, шăтăка кĕмелли чула йăвантарнă та ун çине ларнă. Воинсем шикленсе ÿкнĕ те айккинелле тарса пĕтнĕ. Çав хушăра мироносицсен арăмĕсем, Çăлакана ĕненекенсем тата вăл вилнĕшĕн çав тери хытă кулянакансем, ирхине ирех сиплĕ çу ?миро/ тултарнă савăтсем илнĕ те Турă тупăкĕ патне унăн кĕлеткине сĕрме кайнă. Вĕсем кунта çитсен тĕлĕнсех кайнă: Турă тупăкĕ уçă, чулне айккинелле илсе пăрахнă. Мироносицсенчен пĕри, Мария Магдалина, хăраса ÿкнипе вĕренекенсем патне Иисус Христос ÿтне тупăкран илсе тухса кайни пирки пĕлтерме чупнă, ыттисем вара хăранипе хăвăла кĕнĕ те унта шурă тумлă икĕ ангел тăнине курнă. «Ан хăрăр! Мĕншĕн тесен чĕрĕ çынна вилнисем хушшинче шыратăр! Иисус Христос чĕрĕлсе тăнă! Кайăр та унăн вĕренекенĕсене калăр», – ăнлантарнă вĕсене ангелсем. Мироносицсем савăнăçлă хыпарпа Христосăн вĕренекенĕсем патне васканă, анчах та вĕсенчен нумайăшĕ çак хыпара ĕненме хăранă. Çăлакан хăй чĕрĕлсе тăни пирки каланă пулин те, вĕренекенсенчен иккĕшĕ, Петр тата Иоанн, хăйсен куçĕпе курас тесе çийĕнчех Турă тупăкĕ патне чупнă. Сăрт хушăкне кĕрсен унта Христоса чĕркесе пытарнă шурă пир кăна выртнине курсан вăл чăнах та чĕрĕлсе тăнине ĕненнĕ, унтан савăнсах килне таврăннă. Çак самантра Мария Магдалина та тупăк патне Турăна такам илсе тухса кайнă, таçта кайса хунă тесе йĕре-йĕре таврăннă. Сасартăк вăл хăй хыçĕнче такам утнă сасăна илтнĕ, унтан садра ĕçлекен çын пек курăнакана асăрхать. «Мария!» – тенĕ ун хыçĕнче тăракан. Сасăран кăна вăл Христос пулнине палласа илнĕ. Çав тери савăннă, чĕрĕлсе тăнă Турăна курни çинчен вĕренекенсене каласа пама васканă. Çав каçхинех вĕренекенсем пурте пĕрле пухăннă, алăксене питĕрсе илнĕ. Сасартăк кĕтмен çĕртен Христос кĕрсе тăнă, «Мир пултăр сире», – тенĕ Çăлакан вĕсене. Хăйсем умĕнче мĕлке тăрать пуль тесе вĕренекенсем шикленсе ÿкнĕ, анчах та Турă вĕсене лăплантарнă, хăйĕн суранĕсене кăтартнă хыççăн вĕсемпе пĕрле пулă тата пыл çинĕ. Çапла вара Турă 40 кун хушши нумайăшĕ патĕнче пулнă, вĕсене Çÿлти патшалăх çинчен вĕрентнĕ. Мăнкун пирки вăл: «Чи чаплă уяв», – тенĕ. Мăнкун умĕн христиан тĕнне ĕненекенсен кăмăл-туйăмĕ мĕнле пулни пирки каласа пама та йывăр. Ĕлĕк çак уява кĕтсе илме ватти те, вĕтти те хатĕрленнĕ. Акă Аслă типĕн çиччĕмĕш эрни çитнĕ. Хатĕрленме вăхăт. Чухăн та, пуян та хăйĕн пÿрт-çуртне йĕркене кĕртнĕ. Чухăн çын та çак кун сĕтел çинче кулачă тата хĕрлĕ çăмарта пултăр тесе юлашки укçи-тенкине тăкакланă. Çур çĕр çитсен пурте чиркĕве васканă. Чирлисемпе пĕчĕк ачасем анчах килте тăрса юлнă. Православи тĕнне ĕненекенсем кунта Мăнкун апатне çветить тума илсе килнĕ. Чансен сассипе чун-чĕре канăçпа тулнă, «Христос чĕрĕлсе тăнă!» – пĕлтернĕ архиерей. «Чăннипех чĕрĕлнĕ», – пĕр çын пек хуравланă пин-пин çынран тăракан ушкăн. Пур çĕрте те пĕр-пĕрне саламлани илтĕннĕ, виçĕ хутчен чуп тунă.

Чиркÿрен таврăннă хыççăн ĕçсе-çиме пуçланă. Кашни сĕтел çинчех кулачă, тăпăрчăран пĕçернĕ Пасха тата хĕретнĕ çăмарта лартмалли пулнă. Пуян çемьесенче сĕтелсем çав тери тулăх ларнă.

Тĕрлĕрен тĕслĕ çăмартасем тултарнă савăт мĕн тери илемлĕ тата! Çăмартасене тĕрлĕрен тĕспе сăрлаççĕ пулин те, йĕркипе вĕсене хĕрлĕ тĕспе кăна сăрламалла. Вăл пирĕн çылăхсене каçарттарнă Çăлаканăн юнĕ тĕслĕ пулмалла.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code