Понедельник, 22 июля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > «Чрезвычайлă лару-тăру» режимне çирĕплетнĕ

«Чрезвычайлă лару-тăру» режимне çирĕплетнĕ

Çут çанталăк пулăмĕсемпе çыхăннă – 2018 çулхи август-сентябрь уйăхĕсенче тăпрара нÿрĕк пулманран акса хăварнă кĕр тыррисем хĕл каçайманни – япăх шăтни е вуçех пĕтни республикăри аграрисем умне пысăк тăкаксемпе çыхăннă йывăрлăхсем кăларса тăратрĕ. Çакна шута илсе Елчĕк районĕнче те «Чрезвычайлă лару-тăру» режимне çирĕплетнĕ. Инкек тÿснĕ хуçалăхсене пулăшас – кĕрхи культурăсем сиенленнине, çĕр хуçисем мĕн чухлĕ тăкак курнине тĕрĕслекен комисси туса хунă.

Республикăри ытти муниципаллă районсемпе танлаштарсан, кĕр тыррисен чи пысăк лаптăкĕ /7363 гектар/ Елчĕк районĕнче шутланнă. Шел, хальхинче ăна ытларах туса илессишĕн тăрăшнин усси пулмарĕ. Комиссипе тĕрĕсленĕ хыççăн палăртнă лаптăкăн 97 проценчĕ хĕл каçайманни çирĕпленнĕ. Тăкакĕ те пысăк – 48 миллион та 838 пин тенкĕ. Юрăхсăра тухнă лаптăксен 90 процентне тĕш тырă культурисене ?тулă, урпа/, ыттине выльăх апачлĕх культурăсене акса хăварма палăртнă.

Сăмах май, хальхи вăхăтра 2 пин гектар ?27 процент/ кĕрхи культурăсен лаптăкĕсене хушса акнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code