Пятница, 11 октября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Шыва кĕме иртерех

Шыва кĕме иртерех

Кашни гражданинăн мĕн çуралнăранпах пурнăç прави пур. Çакна çĕршывăн тĕп документĕнче – Раççей Федерацийĕн Конституцийĕнче палăртнă.

Ăшă кунсем пуçланнă май çулсеренех юхан шывсенче çынсем путнă тĕслĕхсем пулаççĕ. Шел пулин те, чылай чухне çак инкек халăх кану тата шыва кĕмелли вырăнсене тĕрĕс суйламаннипе çыхăннă. Аслисем путса вилнин тĕп сăлтавĕ ытларах чухне вĕсем шыва ÿсĕрле кĕнипе, ачасем пурнăçран уйрăлни ашшĕ-амăшĕ вĕсене кирлĕ пек пăхса-асăрхаса тăманнипе çыхăннă. 2018 çулта республика территорийĕнче 32 çын путнă, çав шутран 5 ачана, 4 аслă çынна çăлма май килнĕ. Кунта хăрушсăрлăх йĕркисене пăхăнманни, шыва кĕнĕ чух хамăра мĕнле тытмаллине пĕлменни те тĕп вырăн йышăнать. Çавăнпа та шыва ирĕк панă вăхăтра тата вырăнсенче анчах кĕмеллине асра тытар. Шанчăксăр вырăнсенче шыва кĕме чаракан паллăсем вырнаçтармалла.

Халĕ шыва кĕме иртерех-ха. Ку вăхăтра шăрăх пулсан та шыв ăшăнса ĕлкĕреймен.

Майăн 13-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕç тăвакан власть органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлура шăпах граждансем шывра путса вилессине асăрхаттарас енĕпе хушма мерăсем йышăнас ыйтăва хускатнă. Шăрăхра çынсем шыва кĕресси паллă, çавна май Республика Пуçлăхĕ тивĕçлĕ службăсене сыхлăха ÿстерме хушнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code