Понедельник, 3 октября, 2022   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Кайăк-кĕшĕк грипĕнчен сыхланар

Кайăк-кĕшĕк грипĕнчен сыхланар

Иртнĕ çул кайăк-кĕшĕкĕн пысăк патогенлă грипĕ Елчĕк районĕнчи уйрăм хушма хуçалăхсене тăкак кÿчĕ.

Кăçал чир вирусне тупса палăртман. Апла пулин те Раççей регионĕсенче кайăк-кĕшĕк грипĕ алхаснине пĕлетпĕр. Çак хăрушă чир тепĕр хутчен Чăваш Ене, района килес хăрушлăх та пур. Çакна асра тытса районти ветеринари станцийĕн специалисчĕсем чăхсене чире хирĕçле вакцинаци тăвас ĕçе йĕркелесе янă. Хальхи вăхăтра вĕсем шута илнĕ 9 пин чăх-чĕпе вакцинаци тума ĕлкĕрнĕ. Çак ĕç малалла пырать.

Кайăк-кĕшĕк грипĕ кÿрсе килекен чăх-чĕпрен, унран хатĕрлекен апат-çимĕçрен ерме пултарать. Çакна асра тытса пĕтĕм ĕçе пĕр-пĕринпе калаçса татăлса, комплекслă йĕркелесе пыма кирлине палăртать ветеринари станцийĕн тĕп тухтăрĕ Ирина Николаева.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code