Среда, 5 октября, 2022   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Елчĕксем – пĕрремĕш

Елчĕксем – пĕрремĕш

Елчĕкри спорт çуртĕнче шкул ачисен спартакиада зачечĕ шучĕпе йывăр атлетсен Чăваш Республикин первенстви иртнĕ. 2002 çулта çуралнă тата кĕçĕнрех спортсменсем пĕтĕмпе 23 виçе категорийĕнче ăмăртнă.

Çамрăк штангистсене Чăваш Енĕн йывăр атлетика федерацийĕн президенчĕ Геннадий Иванов, вице-президенчĕ, Францири «Сева» компанин генеральнăй директорĕ Аюб Арсунакаев, Раççей тава тивĕçлĕ спорт мастерĕ, Европа чемпионĕ Юрий Мышковец тата ыттисем саламланă.

Палăртма кăмăллă: ăмăртăва хутшăннă 7 командăран Елчĕксем — чи вăйлисем! Патăрьелсемпе Шупашкарсем призлă вырăнсене йышăннă. Виталий Марков, Александр Портнов, Борис Клементьев тренерсен воспитанникĕсенчен 20-ĕшĕ пьедестал çине хăпарнă. Вĕсенчен Александр Киселев, Александр Плотников, Денис Смирнов, Дмитрий Перцев, Артур Никонов, Максим Григорьев, Элина Маркова – çĕнтерÿçĕсем.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code