Понедельник, 14 октября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ачасене пĕччен ан хăварăр

Ачасене пĕччен ан хăварăр

Пушар мĕн тери пысăк сиен кÿме пултарни, çавна май хăрушсăрлăх йĕркисене пăхăнмалли çинчен ашшĕ-амăшĕпе, шкул ачисемпе тăтăшах тĕл пулса калаçатпăр, çапах унпа çыхăннă инкек-синкекрен пăрăнса иртейместпĕр. Чи хăрушши – вут-çулăмра çул çитмен ачасен пурнăçĕ татăлни. Кун пек хăрушă инкексем республикăра час-часах тĕл пулаççĕ.

Ача килте пĕччен тăрса юлнă… Ăна валли хăрушсăрлăх условийĕсене мĕнле тумалла-ха? Чи малтанах çунса кайма, шыв илме тата ытти техногенлă инкексем пулассине шута илмелле. Унсăр пуçне ача пĕччен юлма хăрамалла мар, ку унăн сывлăхне сиен кÿме пултарать. Енчен те ача телефонпа усă курма пĕлет пулсассăн, номерăра пысăк цифрăсемпе çырса курăнакан çĕре çакса хурăр. Çивĕч самантра вăл çывăх çынна шăнкăравласа илме пултарни – пурнăçшăн чи хакли.

Шăпарлансем пĕтĕм япалапа интересленме юратнăран вĕсемпе хăрушлăх кăтартма пултаракан япаласем пирки те час-часах калаçмалла, шăрпăк, зажигалка, электричество шнурĕсемпе розеткисем пушар патне илсе çитерме пултарнине те асăрхаттарсах тăмалла.

Аса илтеретпĕр!!!

– Шăрпăкпа зажигалкăсене ачасем илме пултарайман вырăнсенче упрамалла;

– электричествăпа е газ приборĕсемпе аслисемсĕр усă курма юрамасть;

– хăвăрт тивсе илме пултаракан япаласем /ацетон, бензин, спирт тата ытти те/ ачасем илеймен вырăнта пулмалла.

Ачасене час-часах пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене аса илтерсе тата «хĕрлĕ автан» алхасма пикенсен хăйсене мĕнле тытмаллине вĕрентсе тăрăр. Чи малтанах унăн çакна пĕлмелле:

– май пулсанах хваттертен е çуртран тухма тăрăшмалла, кÿршĕсене инкек пирки пĕлтермелле;

– ашшĕ-амăшне е çывăх çыннисене шăнкăравламалла;

– хваттертен тухма май çук пулсан балкон çине тухмалла е çулăмран инçе пÿлĕме тарса пытанмалла, алăксене лайăх хупмалла, аслисене шăнкăравласа пĕлтермелле, пулăшу ыйтса чÿречерен кăшкăрмалла,

– енчен те сĕрĕм картлашка площадкинчен кĕрет пулсассăн, алăка уçмалла мар, аслисене шăнкăравламалла е балкон çине тухса «Пушар! Пулăшăр!» тесе кăшкăрмалла.

Çÿлерех асăннă правилăсене асра тытсан пепкесене килте пĕччен хăварма шикленмелле мар. Май пулсан, паллах, ачасене кÿршĕсене е тăвансене парса хăварма тăрăшмалла е хваттере çывăх çыннăрсене, тăванăрсене вĕсене пăхма чĕнмелле.

С.САРДАЕВ,
пушар асăрхавĕн районти аслă инспекторĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code