Понедельник, 7 октября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ

Суд залĕнчен

35 пинлĕх штрафланă

Елчĕк район сучĕ Кĕçĕн Таяпа ялĕнчи Т.А. тĕлĕшпе уголовлă ĕç пăхса тухнă.

Т.А. мотоблокпа, прицеп çине тăванне лартнăскер, асфальт çулпа «çил хăваланă». Çитменнине ÿсĕр пулнă. Вăл полицин участокри уполномоченнăйĕн асăрхаттарăвне шута илмен кăна мар, ăна чăмăрпа янахран çапма та именмен.

Айăпçăн çавна май çемье бюджетне 35 пин тенкĕлĕх «çÿхетме» тивнĕ.

Ĕçлесе юсанĕ

Курнавăшри Л.Р. та эрехпе минренĕскер çула тухнă, анчах автомашинăпа.

Ăна миравай судья маларах çак сăлтава пулах автотранспортпа çÿрессинчен хăтарнă пулин те, вăл – уяман. Хăйĕн ытарайми Фольксваген Пассатне, урăх регистраци номерĕ вырнаçтарса, катаччи чупас тенĕ.

Ĕçкĕç-водителе суд обязательнăй йĕркепе 200 сехет ĕçпе пиçĕхтерĕ. Виçĕ çуллăха транспорт рулĕ умне ларма та чару йышăннă.

Тимĕр тăлăпа

Мучар ялĕнчи К.Т.-на колони-поселенине тимĕр тăлăпа хĕстерсех илсе кайма тивнĕ полицейскисен. Унта вăл 1 уйăх та 27 кун ĕçлесе ăса кĕрĕ.

Хĕрарăм тĕлĕшпе çакнашкал йышăну маларах пулнă-ха. Каймалли çĕре çитме 558 тенкĕ çул укçи те панă. Анчах вăл тарса çÿренĕ. Халĕ…

Ăса кĕменскер

Йĕплĕ пăралуклă учрежденирен ирĕке тухнисемшĕн «гражданкăра» хăйсен уйрăм пурнăç йĕрки. Судпа çирĕплетнĕскер. Вĕсен палăртнă кунсенче учета тăратнă инспекцие пымалла.

Анчах Тăрăмри А.В.-а темшĕн çакна тума йывăра килнĕ. Вăл, темиçе хутчен пĕлтерсен те, пакунлисемпе тĕл пулас темен. Сăра-эрехпе иртĕхнĕ, тарса çÿренĕ.

Вĕренĕн те вĕçĕ пур вĕт – çакланнă йĕкĕт. Халĕ каллех кирпĕч «шутлама» тиветех. Çулталăк та 1 уйăх хушши пĕтĕмĕшле колонире.

Ултавçă хĕрарăм

Акчелти О.Л. çын пурлăхне хапсăнса ултав çулĕ çине тăнă.

2017 çулхи майăн 3-мĕшĕнче 14 сехетсенче Елчĕкри «Столичный» потребительсен кооперативĕн кредит уйрăмĕн офисĕнче пулса ют çыннăн, К.Ю. кĕрĕвĕн пурлăхне хапсăнса, вăл 45000 тенкĕ кредит илнине пĕлсе, ăна саккунсăр майпа çавăрса илме шухăшланă. Хĕрарăм укçа-тенкĕне кашни уйăхрах тÿлеме май çуккине пĕлсех кĕрĕвĕнчен маларах асăннă суммăна илнĕ. Кăшт вăхăт иртсен тĕп кивçене парса татать те ыттине улталаса хăйĕн кĕсйине чикет.

2017 çулхи июнĕн 20-мĕшĕнче 9 сехет тĕлнелле вăл кĕрĕвĕн ТинкоффПлатинум банкăн кредит картти пулнине пĕлсе, ăна кивçене вăхăтра татса пыма шантарса, 60000 тенкĕ ?çулталăкшăн 34,5 процентпа/ илнĕ. Кĕрĕвĕ ăна шанса пин-кодне пĕлтернĕ. Ултав çулĕ çине тăнă хĕрарăм укçа-тенкĕпе хăйне мĕнле кирлĕ çавăн пек усă курнă, кивçен илнĕ укçана татма шутламан та.

Суд вăхăтĕнче О.Л. хăйĕн айăпне пĕтĕмпех йышăннă. Ăна айăпласа 280 сехет ĕçлеттерме йышăннă.

Г.ЧЕРНОВА,
суд председателĕн пулăшуçи.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code