Понедельник, 22 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Музей ĕçĕ интернетра паллă

Музей ĕçĕ интернетра паллă

Йошкар-Ола хулинчи музейсем хушшинчи «Истоки. Рожденные на Волге» партнерла проектăн программипе Елчĕкри историпе тăван тавралăх музейĕ пилĕк тапхăра хутшăнчĕ.

Хальхи вăхăтра «Я эту землю Родиной зову. Уроки экологии. Выставка одного экспоната. Шедевры естественно-научной коллекции. Произведения искусства и литературы, посвященные красоте родного края» ятпа иртет. Çапла вара эпир çуллахи вăхăтра хамăр тăрăхри çут çанталăк палăкĕсемпе паллаштаракан экскурсисем, ачасемпе музейра е тухса çÿресе тĕрлĕ сăн ÿкерчĕксен конкурсĕсем, мастер-классем, уявсемпе тĕл пулусем, халăх вăййисем йĕркелетпĕр. Экскурсие хутшăнас текенсене 2-60-98 номерлĕ телефонпа çыхăнма ыйтатпăр.

Проектăн çиччĕмĕш тапхăрне хутшăнса вырăнти паллă çынсемпе, вĕсен йăх-несĕл историйĕпе, пултарулăхĕпе паллаштарса интернет-акци иртет. Атăлçи округĕнче вырнаçнă 57 музей пирĕн тăрăхри палăксемпе интернетри «ВК» сайтри «Яльчикский народный музей» ятлă ушкăна кĕрсе паллашма пултараççĕ. Округри партнерсемпе çыхăнни хамăрăн кулленхи ĕçе çĕнетме май парать.

Аса илтеретпĕр: проект август уйăхĕччен тăсăлать. Çавăнпа та эпир унта хутшăнса хамăр çинчен Атăлçи округĕнче кăна мар, ытти тăрăхсем те паллашасса шанатпăр.

С.СТЕПАНОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code