Воскресенье, 8 декабря, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ирĕклĕ пурнăç хуçисем

Ирĕклĕ пурнăç хуçисем

 Аслă Çĕнтерỹ патне совет халăхĕ йывăр çулпа утса çитнĕ. Çĕнтерỹ ялавне Берлин çиче мăнаçлăн вĕлкĕштериччен этемлĕх историйĕнчи чи хаяр та хăрушă вăрçă миçе çыннăн пурнăçне тĕп тунă, амантнă…

Вăрçăран сывă таврăннисем те сайралнă, кунран кун пиртен уйрăлса кайса пыраççĕ вĕсем те. Паттăрсен, ветеран-фронтовиксен ячĕсене асра тытасси, вĕсем пирки çитĕнекен ăрăва каласа парасси пирĕн тĕп тивĕç. Ирĕклĕ те мирлĕ пурнăçăн хуçисене манма ирĕк çук пирĕн. Патреккел ялĕнчен Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине 256 çын хутшăннă, вĕсенчен 109-шĕ каялла таврăнайман. Паянхи кун ялта пурăнакан пĕр вăрçă ветеранĕ те юлман. Çав вăхăтрах унта çуралса ỹснĕ, хальхи вăхăтра Шупашкарта пурăнакан 2 вăрçă ветеранĕ анчах юлнă. Вĕсенчен пĕри —

Петр Николаевич Теплов

отставкăри полковник, 1923 çулта çут тĕнчене килнĕ. Вăрçă пуçланни пирки вăл çапларах аса илет:

— 1941 çулхи июнь уйăхĕн 21-мĕшĕнче шкулта юлашки экзамен тытрăм эпĕ. Тепĕр кунне вăрçă пуçланнине илтрĕм. Çав кунах колхоза ĕçлеме кайрăм (чирлĕ аннем пĕчченех юлнăран хама çара илсе кайиччен ĕç кунĕ туса хăварас терĕм). Летчик пулма ĕмĕтленеттĕм, шел, хаяр вăрçă ĕмĕте татрĕ, — аса илет ветеран-фронтовик. Каярах вăл çыхăну училищинче вĕренет, фронта 1942 çулта тухса каять. Связист-линейщик вăрçăра пысăк паттăрлăхпа палăрать. Великие Луки хулине ирĕке кăларнă, 3-мĕш пысăк пĕлтерĕшлĕ çар дивизийĕн тытăмĕнче тăшмансене Сталинграда тапăнма памасăр тытса тăнă, Мускав, Калинин, Псков, Смоленск облаçĕсенче, Белорусси, Литвапа Латвие ирĕке кăларнă çĕре хутшăннă. Дивизипе полк командованийĕ хушшинчи çыхăнăва тивĕçлĕ йĕркелесе тăнăшăн, пурнăçне хĕрхенмесĕр ума лартнă задачăсене хăюллăн пурнăçланăшăн унăн кăкăрĕ çине виçĕ Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ çакнă. Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçин орденĕ пур (I степень). Мирлĕ ĕçе çĕнсе илнĕ Ленин тата Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕсем, «Чăваш Республики умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» орден медалĕ. Уй-хир, строительство ĕçĕсенче вăй хунă колхозникран КПСС райкомĕн пĕрремĕш секретарĕ таран ỹснĕ, ытти яваплă должноçра ĕçленĕ. Паянхи кун ăна Зоя хĕрĕ пăхать.

Владимир Николаевич Можаев.

Учитель çемйинче çуралнă. Вăтам шкул хыççăн Хусанти В.И.Ульянов ячĕллĕ университетăн геологи факультетне вĕренме кĕнĕ. Анчах та хăрушă вăрçă пуçланни унăн вĕренес ĕмĕтне татнă — 17 çулхи йĕкĕт хăйĕн ирĕкĕпе вăрçа тухса кайнă. Радиотелеграфиста вĕреннĕ хыççăн вăл фашистсене хирĕç Воронеж, Пĕрремĕш Украина фрончĕсенче çапăçать. Генерал-полковник, каярахпа танк çарĕсен маршалĕ Н.С.Рыбаков ертсе пыракан чапа тухнă гварди çарĕпе пĕрле Киева, Львова, ытти нумай хулапа яла ирĕке кăларассишĕн пынă çапăçусене, Днепрпа Висла урлă каçса Берлина штурмлама хутшăнать. Прагăна çитсе Чехословаки халăхне çĕнтерỹ кунне çывхартма та пулăшать чăваш каччи. Днепр урлă каçассишĕн пынă хĕрỹ çапăçура малти позицире пулса «тăхлан çумăрĕ» витĕр шав малалла куçма ăнтăлнă вĕсем. Арми штабĕпе çар подразделенийĕсене çыхăнтарасси В.Можаев ефрейторăн тĕп тивĕçĕ пулнă. Хĕрỹ çапăçусенче йывăр аманнă вăл. Пысăк хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнă салтака «Çапăçури паллă ĕçсемшĕн» медальпе наградăлаççĕ. Сывалсан вăл каллех строя тăрать. Радиоэкспедици начальникĕ пулма çирĕплетеççĕ кĕçĕн сержанта. Хĕвеланăç Украинăна ирĕке кăларнă чухне пулнă ку. Львовшăн пынă çапăçусенче В.Можаева тепĕр радиотелеграфистпа пĕрле малалла каякан подразделенисене радиограмма парса тăма хушаççĕ. Вĕсем çине нимĕç автоматчикĕсем пырса тухни мĕн пур ĕçе пăсса хума пултарнă. Анчах та патвар та хăюллă салтаксем çухалса каймаççĕ — вĕсемпе тытăçăва кĕрсе ỹкеççĕ, тăшман тĕп тăваççĕ.Приказа ăнăçлă пурнăçланăшăн тата нимĕç салтакĕсене тĕп тунăшăн ентешĕмĕре II тата III степень Мухтав орденĕсемпе, «Хăюлăхшăн» медальпе наградăланă. Вăрçă пĕтсен вăл пурнăçне Совет Çарĕпе çыхăнтарнă — 31 çул службăра тăнă. Запаса тухсан Полоцкри политехника техникумĕнче, вăтам шкулта çамрăксене çар ĕçне вĕрентнĕ. Çитĕнекен ăрăва патриотла воспитани парассинче пысăк активлăхпа палăрнă. Тỹрĕ те тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн 1995 çулта Чăваш Республикин Хисеп грамотине тивĕçнĕ.

Елена ПЕТРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code