Понедельник, 22 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Республикăра

Республикăра

Пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк укçа-тенкĕ виçи ÿснĕ

Чăваш Енĕн Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвĕнче кăçалхи 2-мĕш кварталта пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçен калăпăшне çирĕплетнĕ.

Вăл 9538 тенкĕпе танлашнă, пĕрремĕш кварталти кăтартусемпе танлаштарсан, 3,8 процент ÿснĕ. Пурăнмалăх укçа-тенкĕн виçи халăхăн социаллă-демографи ушкăнĕсем тăрăх çакăн пек пайланать: ĕçлеме пултаракан халăх валли – 10134 тенкĕ, пенсионерсем валли – 7785 тенкĕ, ачасем валли – 9538 тенкĕ.

Билетсем хакланĕç

Сентябрĕн 1-мĕшĕнчен Шупашкарта обществăлла транспортпа çÿремелли билет хакĕсем ÿсеççĕ.

Малашне унчченхинчен 2 тенкĕ ытларах тÿлемелле пулать. Кун çинчен тĕп хула администрацийĕ пĕлтернĕ. Троллейбуспа çÿремелли билет – 22 тенкĕ, чĕрĕ укçасăр татăлмалли хак 20 тенкĕ пулать. Автобуссемпе тата маршруткăсемпе çÿремелли билет хакĕ 25 тенкĕ таран ÿсет, чĕрĕ укçасăр татăлмалли тÿлев хакĕ – 21 тенкĕ.

«Чĕрĕ посылка»

Раççей Почтин курьер служби Шупашкартан Челябинска хăйне евĕрлĕ груз – пĕр хресчен /фермер/ хуçалăхĕнчен вĕлле хурчĕсем ăсатнă.

«Чăваш» хурт-хăмăрĕ почта тивлечĕпе Раççей тăрăх çул çÿреве тухни пуçласа мар. Маларах вĕсене, ятарлă контейнерсене вырнаçтарса, Санкт-Петербург тата Солнечногорск хулисене те ăнăçлă илсе çитернĕ. Урал тăрăхĕнче кунти пыл хурчĕсен ăратлăхне аталантарасшăн.

Строительсен çитĕнĕвĕ

Республикăри строительство предприятийĕсем – Пĕтĕм Раççейри конкурс çĕнтерÿçисем.

2018 çулхи ĕç кăтартăвĕсемпе «ТУС» пĕрлĕх «III степень Строительство отраслĕн ылтăн фончĕ» номинацире мала тухнă. «3-мĕш стройтрест» – «Раççей строительство комплексĕн элити» номинаци çĕнтерÿçи. Предприятие «Раççей строительство комплексĕн лидерĕ» дипломпа, ертÿçине «Раççей строительство организацин чи лайăх ертÿçи» сертификатпа чысланă. Çак номинацирех «ЭКРА» проект центрĕ» пĕрлĕх та палăрнă.

Çамрăксен форумĕ

Шупашкарта тĕрĕк чĕлхиллĕ çамрăксен Пĕтĕм Раççейри форумĕ иртнĕ.

Социаллă пĕлтерĕшлĕ проекта национальноçсен ĕçĕсен федераци агентстви пурнăçа кĕртет. Вăл Раççейре пурăнакан халăхсен культурине пуянлатма, çамрăксен хутшăнăвне аталантарма тивĕç.

«Кино каçĕ»

Паян Пĕтĕм Раççейри «Кино каçĕ» акци тăваттăмĕш хут старт илет.

Республикăра пĕр харăсах çĕр ытла лапамра кино кăтартаççĕ. Кино фончĕ акци вăхăтĕнче кăтартма халăх уйрăмах килĕштерекен кинокартинăсене палăртас тĕллевпе сасăлав йĕркеленĕ. Унта Андрей Волгин режиссерăн «Балканский рубеж» çар-драма боевикĕ мала тухнă.

Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене «Домовой» /Евгений Бедарев/ тата «Полицейский с Рублевки. Новогодний беспредел» /Илья Куликов/ кинокомедисем йышăннă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code