Среда, 5 октября, 2022   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çирĕммĕш ĕмĕр паллисем

Çирĕммĕш ĕмĕр паллисем

Çак тапхăр тĕнчере «атом ĕмĕрĕ» ятпа кĕрсе юлчĕ. Советсен çĕршывĕнче те ку вăхăт хăйĕн пулăмĕсемпе палăрчĕ. Хăшне-пĕрне пĕрле аса илер-ха, вулаканăм.

Кĕтеслĕ стакан. Çак стаканăн пĕрремĕш партине 1943 çулхи сентябрĕн 11-мĕшĕнче туса кăларнă. Унăн 16 кĕтес, 16 республикăна пĕлтерет /каярах пăрахăçланă Карелпа Финн республикипе пĕрле/. Çÿлти çаврашки – пурне те пĕрлештерекен советсен союзне?СССР/ пĕлтерет. Çаврашка таран шĕвек ярсан – вăл шăп 200 грамм пулать.

Кирзă атă. Пир-авăр пусмине ятарласа хатĕрленĕ каучук резинин шĕвекĕпе ислентерсе «сăран» хатĕрленĕ. Çак технологие Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи умĕн совет ăсчахĕсем – Хомутовпа Плотников шухăшласа кăларнă. Хĕрлĕ Çар валли чĕр тавар çитменнипе çыхăннă вăл, пурĕ150 млн. мăшăр атă туса кăларнă.

Махорка. Хăватлă табака СССРта патшалăх та, уйрăм çынсем те пахчисенче лартса ÿстернĕ. Пасарсенче килопа, лавккасенче пĕчĕк хут пакетсемпе сутнă. «Махорочные» ятлă 4 пуслăх сигарет та пулнă.

Тÿмеллĕ шут. «Вырăссен компьютерĕ» мĕн пур совет бухгалтерĕсен, сутуçăсен тĕп ĕç инструменчĕ шутланнă. Унпа шкулта та ĕçлеме хăнăхтарнă.

Сеткăллă сумка. Хуçалăхра усă курмалли сетка кашни çыннăн кĕсйинче çÿренĕ, унпа çăкăр, ытти тавар туяннă.

Квас. Çуллахи шăрăх çанталăкра пĕр уяв е мероприяти унсăр иртмен. Чĕрĕк литр шĕвек – 3, çур литрĕ 6 пус пулнă.

Газлă шыв автомачĕсем. Вĕсене кашни пысăк хуларах вырнаçтарнă. Кнопка çине пуссан шывпа çăвăнакан вырăнта – кĕтеслĕ стакан. Укçине ятарлă шăтăка ярсан автомат газлă шывпа тивĕçтернĕ. Сироплă шыв – 3, ахальли 1 пус тăнă.

Калуш. Йĕпе-сапаллă çанталăкра пушмак, хĕлле çăматă çийĕн тăхăннă. Ăшĕ – çутă хĕрлĕ, хулăн пумаçи пусмаран, тулĕ йăлтăркка хура тĕслĕ.

Çурăм ăшши /фуфайка/. Хура, кăвак, симĕс тĕслĕ пусмаран çĕленĕскерсем. Халăх хушшинче чылай вăхăт чи анлă сарăлнă тумтирсенчен пĕри пулнă. Ăна рабочисемпе колхозниксем, вăрçă вăхăтĕнче салтаксемпе офицерсем, туристсемпе ватти-вĕтти çирен яман. Çурăм ăшши халĕ те хисепре, ăна стройкăра тăрăшакансем, ирĕк прависĕр юлнисем ытларах тăхăнаççĕ.

Юрий ГОРДЕЕВ.
Кушкă ялĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code