Пятница, 11 октября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > Ÿт илемĕ ан çухалтăр

Ÿт илемĕ ан çухалтăр

Халăхра кĕлетке çинчи тур палли нумайланнине сисчĕвленсе йышăнаççĕ. Çак тата ытти ÿт-тир чирĕсем пирки республикăри ÿтпе венерологи диспансерĕн тĕп тухтăрĕпе, ЧР Сывлăх сыхлавĕн министерствин дерматовенерологи косметологийĕн штатра тăман тĕп специалисчĕпе Надежда Красновăпа калаçрăмăр.

– Надежда Васильевна, тур палли йышланни пур чухне те чире систерет-и?

– Тÿрех хăраса ÿкер мар. Кун пекки гормонсен улшăнăвĕ вăхăтĕнче – ар ÿсĕмне кĕрсен, çие юлсан, уйăх хушши пулма пăрахсан – палăрать. Çĕнĕрен пулаканнисен тĕсĕпе, тытăмĕпе те урăхларах чухне дерматолог патне каймаллах. 30-40 çул каялла меланома – сайра тĕл пулакан чирччĕ. Халĕ çак амак анлă сарăлнине сăнатпăр.

– «Тур паллине сиенлетсен инкеке кĕт», – теççĕ халăхра…

– Чылай чухне тур паллин пуçне татнă, ÿт çинчен вистенĕ тĕслĕхсем тĕл пулаççĕ. Хăшĕ-пĕрин суранĕсенчен юн каять. Ăна чарас тесе пластырьпе çыпăçтараççĕ те лăпланаççĕ. Тухтăр патне çитес вырăнне интернетра пулăшу шырама тытăнаççĕ. Тур паллине сиенлетсен чи малтан сурана тасатмалла. Кашни аптекăра сутакан хлоргексидинпа усă курма юрать. Сурана йодăпа çунтарма юрамасть. Юн юхать пулсан водород перекиçĕпе йĕпетнĕ мамăкпа сурана хупламалла. Интернетри «веçех пĕлекен» авторсен канашĕпе усă курма ан васкăр. Мĕн пур ыйтупа – тухтăр патне. Суранланнă тур паллине меланома палли пур чухне çеç касса лабораторире тĕпчеççĕ.

– Сирĕн патăра ытларах мĕнле ыйтусемпе пыраççĕ?

– Республикăри ÿтпе венерологи диспансерне сывлăха тĕрĕслеме, профилактика ирттерме пыраççĕ. Малти вырăнта – ÿт чирĕсем /экзема, псориаз, дерматит, акне/. Ерекен чирсен йышĕнче – кĕçĕ, пыйтланни, микоз. Ар çыхăнăвĕ урлă куçаканнисем – сифилис, гонорея, трихомониаз, хламидиоз. Пациентсене ÿт хĕрелни, вистенни, пÿрлешкесем канăçсăрлантараççĕ.

– Ар çыхăнăвĕ урлă ерекен чире çаклатнине систерекен пĕрремĕш паллăсем мĕнле-ши?

– Малтан çакна асăрхаттарас: савăшу урлă ерекен чылай чир симптомсăр иртет. Организмра кăштах улшăнусем пулнине сисрĕр пулсан иртсе кайĕ-ха тесе пурăнмалла мар, анализсем памалла. Ар органĕсен тĕлĕнче кĕçĕтнине, пĕçертнине туйни, çавăнтах пÿрлешкесем – сисчĕвленмелли самант. Час-часах шăк юхсан, ыратнине туйсан больницăна çитмеллех. Венери чирĕсен анлă сарăлнă паллисем: ар органĕсен тĕлĕнче усал шăршă сарăлни, çÿç тăкăнни, савăшуран киленÿ илейменни.

– Савăшу урлă ерекен чирпе арçынсем е хĕрарăмсем ытларах аптăраççĕ?

– Кăтартусем уйрăлса тăмаççĕ темелле. Çав вăхăтрах сифилиспа чирлĕ пĕр хĕрарăма икĕ арçын тивет. Чирлисен ÿсĕмне илес-тĕк – ытларах 20-39 çулсенчисем.

– Хăйĕн диагнозне пĕлнĕ çĕртех ар çыхăнăвне хÿтĕленмесĕр кĕрекенсене явап тыттарма пулать-и?

– Венери чирне сарнăшăн РФ Уголовлă кодексĕн 121-мĕш статйипе уголовлă майпа явап тыттарма пултараççĕ. Инфекцие сарни пирки пĕлтермесен административлă майпа айăплĕç.

– Халĕ диетăна пăхăнасси модăра. Калорисĕр çимĕçсем ÿте витĕм кÿреççĕ-и?

– Ÿт – кĕлеткен чи пысăк «органĕ». Вăл пирĕн пурнăç йĕркине сăнлать. Чăнах та, тĕрĕс мар апатланни ÿт çинче палăрать. Эпир усă куракан апат-çимĕç хăш-пĕр гормона витĕм кÿрет. Çавăнпах ÿт сывлăхĕшĕн кулянсан тĕрĕс апатланма пуçлăр. Сиенлисенчен – çуллă, ăшаланă, тăварлă апатран – хăтăлмалла. Рациона çыннăн организмĕн уйрăмлăхĕсене кура йĕркелемелле. Калăпăр, çуллă ÿтлисен çĕр мăйăрне /арахис/ сахалрах çимелле. Çимĕç организмра андроген гормон ĕçне вăйлатать, вăл вара ÿте çуллантарать. Чейе, кофене сахăр хушса ĕçме кăмăллакансем сывă бактерисене пĕтереççĕ, инсулин шайне хăпартаççĕ. Ÿт сывă та илемлĕ курăнтăр тесен клетчаткăпа пуян улма-çырлапа, пахча çимĕçпе апатланмалла. Вĕсем организмран токсинсем кăлараççĕ, пыршăлăха тасатаççĕ. Хамăр патăмăрта ÿснĕ химисĕр çимĕçпе апатланма тăрăшмалла, килте пĕçермелле.

– Хĕвел çинче хĕртĕнни усăллă-ши?

– «Хĕвеле юрататăп, анчах ÿте сыхлатăп» – каларăш пур вĕт. Ÿт кăшт хĕрелни, тĕксĕмленни темех мар. Çакă усăллă та. Ферментсемпе гормонсем иммунитета çирĕплетеççĕ, организма чирсемпе кĕрешме пулăшаççĕ. Çулла хĕвел çинче пиçсе каясран сыхланмалла, ятарлă кремпа усă курмалла. Анчах та вĕсем меланома аталанассинчен хăтармĕç. Шăрăхра хĕвелĕн ультрафиолет пайăркисем вăйлă, çавăнпа сулхăнра пулма тăрăшмалла. Çапах та йăлтах виçеллĕ пулсан хĕвел сывлăха лайăх витĕм кÿрет, кăмăла çĕклет. Кăнтăрта пурăнакансен ахальтен мар ÿчĕ те яка, шăмми те çирĕпрех.

– Надежда Васильевна, ÿт çамрăклăхне сыхлас тесен мĕн тумалла?

– Ÿт илемĕ ан çухалтăр тесен ансат йĕркене пăхăнмалла. Кашни каç пите çуса тасатмалла. Супăнь типĕтет. Ятарлă кăпăкпа, гельпе усă курмалла. Спиртсăр шĕвексем туянăр. Вĕсем ÿте сывлаттараççĕ, кислородпа пуянлатаççĕ. Нÿрлентермешкĕн тĕрĕс крем суйламалла. Ăна çĕрле сĕрмелле мар: ир енне куç айĕ тăртанĕ. Пите эрнере 2-3 хут маска тумалла. 15 минут та çителĕклĕ. Талăкра сахалтан та 8 сехет çывăрмалла. Ыйхă – хăйне евĕр эмел. Вăл хĕрарăм илемĕшĕн пĕлтерĕшлĕ. Симĕс чей ĕçмелле. Антиоксидантсем организмран шлаксене, токсинсене, сиенлĕ ытти япаласене кăлараççĕ. Ытларах шыв ĕçмелле, вăл пыршăлăха тасатĕ. Ăш-чик сывă чухне ÿт те таса.

Ялта ÿт илемне сыхласа хăвармашкăн майсем нумайрах. Ял çыннисем таса сывлăшпа сывлаççĕ, сĕтел çинче – хăйсем туса илнĕ апат-çимĕç, çăл шывне те хулари пăрăхран юхаканнипе танлаштараймăн. Хĕвелтен сыхланманни çеç ÿте хăвăрт ватăлтарать. Çавăнпа пахчара, хирте ĕçленĕ чухне пите хуплакан пуç хатĕрĕ тăхăнмалла, хĕвелтен хÿтĕленекен кремпа усă курмалла.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code