Среда, 21 февраля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пурнăç пахалăхне лайăхлатма

Пурнăç пахалăхне лайăхлатма

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Чăваш Республикинче пурăнакансен пурнăç пахалăхне лайăхлатмалли хушма мерăсем çинчен» Указне республикăра пурăнакансем тулли кăмăлпа кĕтсе илнĕ.

ХАКЛАВ

Николай МИЛЛИН, район администрацийĕн пуçлăхĕ:

Тÿрех палăртатăп, ЧР Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн çĕнĕ указне ырласа йышăнтăмăр. Унта пурнăçри чи кирлĕ сферăсене аталантарас тĕллевпе курăмлă укçа-тенкĕ уйăрассине палăртнă.

Юлашки çулсенче районта наци проекчĕсене пурнăçа кĕртсе пырас тĕлĕшпе ЧР Пуçлăхĕ тата ЧР Правительстви пулăшса пынăран сахал мар ĕçсем туса ирттернĕ. Çынсен пурнăç пахалăхне лайăхлатмалли хушма мерăсем йышăнни ЧР Пуçлăхĕ республикăра пурăнакан кашни çемье, кашни çын çинчен тарăн шухăшланине çирĕплетет. Республикăра пурăнакансен сывлăхне çирĕплетме, пурнăç тăршшĕне тăсма, кашни çынна хăйĕн пултарулăхне кăтартма, пĕлÿпе информаци илме, пурнăçа культура пахалăхĕсемпе, ырлăхпа çыхăнтарма май туса памашкăн тăрăшни тата çынсене харпăр хăй пурăнакан вырăнтах спортпа туслашма майсем туса пама тĕллев лартни уйрăмах кăмăла çĕклерĕ. Ял çыннисене ĕçмелли паха шывпа лайăхрах тивĕçтересси пирĕн районти чи пысăк ыйтусенчен пĕри пулса тăрать. Апла пулсан, кивелнĕ шыв башнисен пĕр пайне улăштарас шанчăк пысăк. Республикăри скважинăсемпе башньăсене тĕпрен юсама кăна 200 млн тенкĕ уйăраççĕ пулсан, яллă вырăнсенче пурăнакансен 25 процентне ĕçмелли паха шывпа тивĕçтереççех.

Ачасене вĕрентессине пахарах йĕркелес ĕçе малалла тăсса вĕренÿ организацийĕсен пурлăхпа техника никĕсне çирĕплетме пулăшни те питĕ кирлĕ. Çавăн пекех сывлăх сыхлавĕн кашни иккĕмĕш учрежденийĕн пурлăхпа техника никĕсĕ çĕнелни те савăнтарать.

2020 çулта ялсенче спорт инфратытăмне аталантарма – спортăн 10 сооруженине тума тата реконструкцилеме, хальхи спорт объекчĕсен, культура учрежденийĕсен пурлăхпа техника никĕсне çирĕплетме – 500 млн тенкĕ куçарма тĕллев лартни питĕ вырăнлă.

Николай КИРИЛЛОВ, педагогика ĕçĕн ветеранĕ, Вырăскасси ялĕ:

– Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьевăн указĕпе кăсăкланса паллашрăм. Ăна пурнăçлама 2020 çулта 3,4 млрд тенкĕ уйăрма палăртаççĕ. Ман шутпа, çак сумма пĕчĕккĕ мар. Чылай çул ачасене пĕлÿ тата воспитани панă çĕрте ĕçленĕ май çак укçа-тенкĕн ытларах пайне вĕренÿ тытăмне малалла аталантарма палăртаççĕ. Çакна тĕрĕс тесе шутлатăп. Ачасем пирĕн пуласлăх тетпĕр. Ача садĕнчи, пĕтĕмĕшле пĕлÿ, хушма пĕлÿ паракан шкулсенчи ачасем валли çĕнĕ хушма условисем пулĕç. Ачасен канăвне йĕркелекен лагерьсем те çĕнĕлĕхсем кĕтĕç.

Çынна чи кирли – сывлăх. Ку ыйтăва та указра пысăк тимлĕх уйăрнă. Çакă медицина организацийĕсене юсама, çĕнĕ оборудованисем туянма май парĕ. Акă, пирĕн ялта ĕнер пысăк уяв пулчĕ: çĕнĕ фельдшерпа акушер пункчĕ уçăлчĕ. Çакă патшалăх ял çыннин сывлăхĕшĕн тăрăшнине çирĕплетсе парать те. Сывлăхлă пулас тесен физкультура тата спортпа туслă пулмалла. Ку енĕпе те пулăшу пуласса кĕтетпĕр.

Указра культурăпа çыхăннă ыйтусене те айккинче хăварман. Çакă культура çурчĕсене, библиотекăсене юсама тата çĕнĕ оборудованисемпе тивĕçтерме пулăшĕ. Пĕтĕмĕшле каласан, савăнтарать çакă. Пурнăçа кĕтĕрччĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code