Понедельник, 20 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Елчĕкре – Канашсем

Елчĕкре – Канашсем

Ăшпиллĕ та ĕçчен Елчĕк халăхĕ хăнасене яланах тарават. Пирĕн ыттисене кăтартмалли, çĕнĕлĕхсемпе паллаштармалли сахал мар.

Юлашки вăхăтра Елчĕке кÿршĕ районсенчен кăна мар, инçетрен те курма килеççĕ. Район центрĕнчи тĕп лапамри, культурăпа кану паркĕнчи уçă пĕлĕт айĕнчи хăйне евĕрлĕ музей экспоначĕсемпе кăсăкланса паллашакансем уйрăмах йышлăн.

Нумаях пулмасть Елчĕкре Канаш район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Степанов ертсе пынă делегаци пулнă.

Хăнасене район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин кĕтсе илнĕ. Вăл Канашсене районта юлашки çулсенче тирпей-илем кĕртсе тунă ĕçсемпе, çывăх çулсенче тумалли плансемпе паллаштарнă.

Делегаци Тÿскелти Турă Амăшĕн Хусан иконĕн, Элекçей Тимешри Антоновсен часавайĕсенче пулса курнă. Çак ялсен старостисем хăйсен опычĕпе паллаштарнă май çуртсене, масарсене тирпейлĕ тытса тăнă çĕрте ял çыннисем кар тăрса вăй хунине, пур ĕçе те пĕрле канашласа пурнăçланине палăртнă.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ коммуналлă хытă каяшсене пуçтармалли площадкăсенче контейнерсем вырнаçтарас ĕç мĕнле пынине те кăтартнă. Калас пулать, республикăра пирĕн районти пек хăтлă площадкăсем урăх çук: кÿршĕ районсенче вĕсем уçă пĕлĕт айĕнчех лараççĕ.

Тĕлпулу Тÿскелти культурăпа кану центрĕнче вĕçленнĕ. Кунта икĕ район ертÿçисем муниципалитетсене аталантарас тĕллевсене палăртнă. Владимир Степанов хăйсен ĕç опычĕ çинче чарăнса тăнă. Вăл Елчĕке иккĕмĕш хут делегаципе килнине, кашнийĕнчех çĕнĕлĕхсемпе хăпартланнине, район республикăри чи тирпейлĕ те хăтлă муниципалитет пулнине палăртнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code