Среда, Июль 28, 2021   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная >  Поздравления > Поздравления глав района с Днем работников дорожного хозяйства

Поздравления глав района с Днем работников дорожного хозяйства

Çул-йĕр хуçалăхĕн хисеплĕ ĕçченĕсем тата ветеранĕсем!

Сире чĕререн професси уявĕпе – Çул-йĕр хуçалăхĕн ĕçченĕсен кунĕ ячĕпе саламлатпăр!

Тикĕс те яка çулсем, тирпейлĕ те илемлĕ урамсем водительсене çеç мар, районта пурăнакан кашни çын кăмăлне çĕклеççĕ. Юлашки çулсенче районта, уйрăмах район центрĕнче, тротуарсемпе çулсем сарассипе сахал мар ĕç пурнăçланă. Кашни яла халĕ пĕр чăрмавсăр çитсе килме пулать, ял урамĕсем те хытарнă çулсемпе витĕнеççĕ.

Шансах тăратпăр, ĕçе юратни тата тĕллев патне талпăнни ума лартнă задачăсене пурнăçлама пулăшса пырĕç.

Уяв ячĕпе саламласа сире çирĕп сывлăх, тулли телей, ăнăçу, çĕнĕ çитĕнÿсем сунатпăр.

Елчĕк район пуçлăхĕ                                                    И.ВАСИЛЬЕВА.
Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ            Н.МИЛЛИН.

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code