Понедельник, 9 декабря, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ученăйсен çемйи

Ученăйсен çемйи

С.Алатыревăн ывăлĕ Алексей

Юлашки вăхăтра республикăри массăллă информаци хатĕрĕсенче Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнчи ученăйсем Мари Элти «Деметра» пĕрлешÿре купăста касса пуçтаракан çĕнетсе лайăхлатнă комбайна хирте тĕрĕслесе пăхни çинчен çутатрĕç. Инженерсен ушкăнне Каркаларта çуралса ÿснĕ Сергей Алатырев профессор ертсе пыни пире ентешĕмĕрпе мăнаçланма хистет.

Вăл 1955 çулта çуралнă. Аслă Таяпари вăтам шкултан вĕренсе тухсан Чăваш ял хуçалăх институтĕнче, Ленинградри ял хуçалăх академийĕнче вĕреннĕ. Совет Çарĕн ретĕнче тăнă. Пĕр вăхăт Сĕнтĕрвăрринчи 9-мĕш номерлĕ профессипе техника училищинче преподавательте тăрăшнă. 1993 çултан Чăваш патшалăх академийĕн деканĕн çумĕнче, 2004 çултан физикăпа техникăлла механика кафедрин заведующийĕнче тăрăшать. Пултаруллă ентешĕмĕр 2005 çулта доктор диссертацине хÿтĕленĕ. Вăл 80 ытла наука ĕçĕн, 30 изобретенин авторĕ.

Сергей Сергеевича тырă, çĕр улми анисенче тахçанах комбайнсем тăрăшни, анчах купăстана ял çыннисем алă вĕççĕн касса пуçтарни çĕр çывăрттарман. Çавна май вăл пахча çимĕçсен «патша майрине» пуçтарса кĕртес ĕçе механизацилессипе ĕçлеме пуçланă. Çул хыççăн çул иртнĕ. Алатыревсем тĕп тĕллеве – купăста комбайнне пурнăç ыйтнă пек туса çитерессине – пĕр самантлăха та пуçран кăларман. Републикăра купăста çитĕнтерекен хуçалăхсем сахал мар. Вĕсем хăватлă техникăна тахçанах кĕтеççĕ. Ют çĕршывран кÿрсе килни мар, вырăнта хатĕрлесе кăларни темрен те лайăх-çке.

Сергей Сергеевич ертсе пынипе пархатарлă ĕçе çемйипех кÿлĕннĕ. Ирина хĕрĕпе Алексей ывăлĕ ашшĕ çулĕпе кайнă. Вĕсем ял хуçалăх академийĕн инженери факультечĕн ĕçченĕсем.

– Купăстана касса тасатакан, тиекен комбайна ăнăçлăрах тăвассипе тахçанах вăй хуратпăр. Çулсерен мĕн те пулин çĕнни шухăшласа тупатпăр. Пĕрремĕш комбайнпа купăстана тÿрех прицеп çине тиеме пулатчĕ. Анчах прицеп çинчен алăпа пушатса контейнера тултарма тивнĕрен хуçалăхсене вăл тивĕçтерсех каймарĕ. Хĕрÿ тапхăрта, ĕçлекен çын çукран, çакă уйрăмах сисĕнет. Купăстана вăхăтра пуçтарса кĕртмелле: кая юлсан шăнать, иртерех кассан – типет. Аграрисене каснă купăстана тасатса тÿрех контейнера тултаракан техника кирлĕ. Вĕсен ыйтăвне тивĕçтерсе ăсталарăмăр. Анчах та ку мелпе усă курсан пахча çимĕç аманма пултарать, çуркуннеччен упранмасть. Çавăнпа тепĕр çĕнĕлĕх кĕртрĕмĕр: касса тасатнă купăстана транспортер контейнер патне илсе çитерет. Ăна контейнера алă вĕççĕн, асăрханса тултармалла. Кун пек тусан чĕр тавар вăрах вăхăт лайăх упранать. Çапла вара пирĕн комбайнпа хирти пахча çимĕçе виçĕ мелпе пуçтарса кĕртме май пур. Кама хăшĕ килĕшет, çавна суйласа илме пултарать. Ăна валли тепĕр комбайн туянмалла мар, механизм комплектне кăна улăштармалла. Сăмах май каласан, кун пек агрегат Раççейре те çук-ха, – пĕлтернĕ Сергей Алатырев техника наукисен докторĕ, профессор.

Чăннипех савăнатăн ентешĕмĕрсен çитĕнĕвĕпе. Кăçал Мускавра Пĕтĕм Раççейри 19-мĕш «Çулталăкри инженер» конкурс ăстисене чаплăн чысланă. Сумлă ята тивĕçнисен йышĕнче Чăваш ял хуçалăх академийĕн транспортпа технологи тата комплекслă инженери кафедрин преподавателĕ Алексей Алатырев та пур. Вăл – конкурс çĕнтерÿçи. Çамрăк инженер «Конкурс лауреачĕ» медале тата диплома тивĕçнĕ. Унăн ятне Раççейри профессиллĕ çамрăк инженерсен реестрне кĕртнĕ.

Тÿрех каласа хăварар, Сергей Алатырев ученăйăн пиччĕшĕ те, Михаил Сергеевич, профессор, техника наукисен кандидачĕ. Аслă Таяпари вăтам шкул хыççăн инçетри чăваш ялĕнче çитĕннĕ çамрăк Ленинградри политехника институтне çул тытнă. Дипломлă специалист Мускаври энергетика институчĕн преподавателĕнче ĕçленĕ. 1974 çултан И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче кафедра заведующийĕнче, промышленноçри электрофикаципе автоматизаци факультечĕн деканĕнче тăрăшнă.

Сергей Сергеевич Алатырев час-часах тăван ялне килсе çÿрет. Паллă профессор çĕр ĕçĕнчен те аякра тăмасть. Тăван киле килсен ял çыннисем ăна тăтăшах пахчара кăштăртанине асăрхаççĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code